Ачалăха ырăрах тăвакансем
Кашни çулах сентябрĕн 27-мĕшĕнче шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлекенсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Воспитательсем - тарăн пĕлỹллĕ, пысăк опытлă, пĕчĕккисемпе хутшăнма, пĕр чĕлхе тупма пĕлекенсем - ачалăха ырăрах, хаваслăрах, асра юлмалларах тăваççĕ. Паянхи кун пирĕн районта тăватă ача сачĕ ĕçлет, вĕренỹ учрежденийĕсенче шкул çулне çитменнисен 15 ушкăнĕ пур. Вĕсенчи 600 яхăн ачана 59 педагог пĕ- лỹпе воспитани парассишĕн тăрăшать. Пирĕн районта виçĕ çултан иртнĕ пур ача та садике çỹрет. Черетре тăракансен ыйтăвĕсене татса парас тĕллевпе çулталăк вĕçĕнче Хĕрлĕ Чутай салинче çĕнĕ "Шевле" ача сачĕ хута кайĕ. Пирĕн воспитательсем çулсеренех районта, республикăра иртекен професси ăсталăхĕн конкурсĕ-сене хутшăнаççĕ. Курăмлă ĕçлесе пыракан ача сачĕ-сем грантсене, педагогсем тĕрлĕ шайри наградăсене тивĕçеççĕ. Алина КАРПОВА.