Тилĕ ĕне кĕтĕвне тапăннă
Сентябрĕн 3-мĕшĕнче Хурапыр ялĕ çывăхĕнче пĕр çын ĕне кĕтĕвне пăхнă. Унччен те пулман - кĕтỹçĕ ĕнесем патне тилĕ çывхарнине курнă. Тискер чĕрчун хура-шурă ĕнене малти уринчен çыртнă. Теприсене вара хăратнă çеç. Çавна пула ĕнесем тĕрлĕ еннелле чупса саланнă. Кĕтỹçĕпе тилĕ çыртнă ĕнен хуçи тискер чĕрчуна вĕлернĕ. Унтан вĕсем районти чĕрчунсен чирĕсемпе кĕрешекен станцие пĕлтернĕ. Тилĕ виллине ветлабораторие ăсатнă. Тепĕр кунхине паллă пулнă: тискер чĕрчун урнă чирпе аптăранă. Россельхознадзортан пĕлтернĕ тăрăх, ветспециалистсем Хурапыр ялĕнчи пĕтĕмпе 200 ытла выльăх-чĕрлĕхе прививка тунă, вĕсен йышĕнче _ ĕнесем, сурăхсем, кушаксем, йытăсем тата ытти те. Сентябрĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев районти Хурапыр ялĕнче карантин пулнине алă пусса çирĕплетнĕ. А.ЗАМУТКИНА.
Источник: "Пирěн пурнăç"