Кĕр парни
Кашни çулах хулара пурăнакансене хамăр патра туса илнĕ пахчаçимĕçе туянма майсем туса параççĕ. Çак тĕллевпе "Кĕр парни - 2015" ярмăрккă йĕркелеççĕ. Кăçал вăл августăн 22-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 18-мĕшĕччен пырать. Унăн тĕллевĕ - хулара пурăнакансене экологи тĕлĕшĕнчен таса апат-çимĕçпе тивĕçтересси, çĕр ĕçченĕсене хăйсен продукцине тупăшлă вырнаçтарма майсем туса парасси.
Ярмăрккă вăхăтĕнче ятарлă суту-илỹ площадкисем ĕçлĕç. Унта ялхуçалăхĕнче, хушма хуçалăхра çитĕнтернĕ апат-çимĕçе сутĕç. Суту-илỹ вырăнĕсене сутуçăсене тỹлевсĕр уйăрса парĕç.
Ентешсем "Кĕр парни - 2015" ярмăрккăна яланхи пекех хастар хутшăнасса шанас килет. Канмалли кунсенче унта тавар хакĕсем пасартинчен йỹнĕрех пулĕç. Апат-çимĕçе çĕр ĕçченĕсем хăйсем сутĕç.
Кĕр парнине" ирттерме Шупашкарта 4 лаптăк уйăрнă: "Дар" ТЯО, "Северная", "Николаевский" тата "Хевешский" суту-илỹ комплексĕсем.
А.ЗАМУТКИНА.