Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Выльăх пăхакан яланах хисепре

"Свобода" колхозра паянхи кун 20 ытла çын ĕçлет. Вĕсем тыр-пул та ỹстереççĕ, выльăх-чĕрлĕх те ĕрчетеççĕ. Маларах вĕсем хăмла та, çĕрулми те çитĕн-тернĕ. Юлашки çулсенче вара хуçалăх тыр-пул тухăçĕ лайăх пулнипе, сĕт, аш-какай илессипе палăрса тăрать. Колхозра 200 пуç ытла мăйракаллă шултра выльăх шутланать. Вĕсене пăхакансем, тăрантаракансем пирки ырă сăмах кăна каламалла. Сăмахран, Зоя Терентьевана илер, унăн выльăхĕсем кунсерен пĕр килограма яхăн ỹт хушаççĕ. Лайăх ĕçленине кура кăçалхи июнь уйăхĕнче вăл агропромышленность комплексĕнче тỹрĕ кăмăлпа нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн Чăваш Республикин Ялхуçалăх министерствин Хисеп грамотине тивĕçрĕ. А.ДМИТРИЕВА.



"Пирěн пурнăç"
12 августа 2015
13:55
Поделиться