Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Хĕр виллине тупнă

Çак кунсенче районта Мăн Этмен тата Шуккакасси ялĕсен çывăхĕнчи (аслă çул хĕрринчи) йывăçсем хушшинче хĕр виллине тупни пирки сас-хура çỹрерĕ. Вырсарникун, июлĕн 19-мĕшĕнче, Мăн Этмен тата Шуккакасси ялĕсен çывăхĕнчи (аслă çул хĕрринчи) йывăçсем хушшинче хĕр виллине тупнă. Хĕрĕн ячĕпе хушамачĕ - Анна Иванова, 1992 çулта çуралнă, Шупашкар районĕн-че пурăннă. Республикăри следстви комитечĕ пĕлтернĕ тăрăх, ĕç-пуç çапла пулнă: июлĕн 13-мĕшĕнче ирхине 6 сехет тĕлнелле Шупашкар районĕнче пурăннă хĕр килтен ĕçе тухса кайнă. Лапсар ялне ĕçе çитме автобуссен чарăнăвĕ еннелле утнă. Автобус чарăнăвне çитме- сĕрех хĕре шурă çăмăл машина çине иккĕн вăйпа кĕртсе лартнă. Вĕсем арăмĕ-пе упăшки пулнă. Арăмĕ - 29 çул тултарнăскер, упăшки - 32 çулхискер, иккĕшĕ те Шупашкар хулинче пурăнаççĕ. Çавăнтан вара хĕр çухалнă, полици ĕçченĕ-сем патĕнче шыравра пулнă. Асăннă 32 çулхи арçын хĕршĕн ют çынах пулман: малтан вĕсем пĕрле пу-рăннă, тепĕр майлă каласан еркĕнсем пулнă тесен те йăнăш пулмĕ. Кỹреннĕ те тарăхнă арçын малтан пĕрле пурăннă хĕре кăкăрĕнчен, хырăмĕн-чен, мăйĕнчен темиçе хутчен те çивĕч, касакан япалапа чикнĕ-каснă, вĕлернĕ. Хĕр виллине вара арăмĕпе упăшки пирĕн районти Мăн Этмен тата Шуккакасси ялĕсен çывăхĕнчи (аслă çул хĕрринчи) йывăçсем хушшинче пытарнă. Паянхи кун упăшкипе арăмне тытса чарнă, вĕсем пирки уголовлă ĕç пуçарнă. Çавăн пекех палăрт-малла: асăннă çынсемшĕн пирĕн район тăван та мар, çывăх та пулман. Преступлени тăвакансем аяккалла каяс тенĕ кăна. Пĕлме: арçыннин йăхĕ Муркаш районĕнчен тухнă пулнă.

Хамăр инф.



"Пирěн пурнăç"
22 июля 2015
15:22
Поделиться