Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Шăллĕне вĕлернĕ

Июлĕн 1-мĕшĕнче каçкỹлĕм Хăмаркка ялĕнче тискерле ĕç пулса тухнă. 55 çулхи ỹсĕр арçын хăйĕн иккĕмĕш сыпăкри шăллĕ-пе хирĕçсе кайнă та ăна 20 хут (вĕсенчен саккăрăшĕ мăй тĕлĕнчен) пурăнма кирлĕ органсенчен çĕçĕпе чикнĕ. Арăмĕ çумне хушни хирĕçỹ сăлтавĕ пулса тăнă. Йывăр сурансене пула 52 çулхи арçын вырăнтах вилсе кайнă. Хăрушă преступлени тунă арçын РФ Уголовлă Кодексăн 105-мĕш статйин пĕрремĕш пайĕпе айăпланать. Следователь ыйтнипе суд ăна хупса лартрĕ. Допрос тунă чух айăпланакан РФ Конституцийĕн 51-мĕш статйинче пăхнă правопа усă курса калаçма кăмăл тумарĕ. Хальхи вăхăтра ку уголовлă ĕçе тĕпчесси малалла пырать.

О.ДМИТРИЕВ, РФ Следстви комитечĕн Чăваш Енри Следстви управленийĕн ертỹçин аслă пулăшаканĕ.



"Пирěн пурнăç"
15 июля 2015
09:44
Поделиться