Сывлăха çирĕплетер
Районти спорт шкулĕнче тăрăшакансем çамрăксене физкультурăпа спорта явăçтарас тĕлĕшпе пысăк ĕç тăваççĕ. Акă, шкул ачисемпе вĕрентÿ тытăмĕнче тăрăшакансен кĕркуннехи каникул тапхăрĕнчи спорт программи пуян та анлă.
Ноябрĕн 2-мĕшĕнче Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунне халалланă спорт уявĕ пулĕ. Командăсем шашкăлла, волейболла выляссипе тупăшĕç.
Ноябрĕн 5-6-мĕшĕсенче шкул ачисем футзал ăмăртăвĕсене хутшăнса вăй виçĕç, шахматла тата сĕтел çинчи теннисла выляссипе тупăшĕç.
Ноябрĕн 7-мĕшĕнче вĕрентÿ тытăмĕнче ĕçлекенсемшĕн спорт уявĕ пулĕ. Учительсем волейболла тата баскетболла выляса сывлăхĕсене çирĕплетĕç. Сĕтел çинчи теннисла, шашка-шахматла выляма кăмăл тăвакансем те унта хутшăнĕç. Унтах пневматикăлла винтовкăран тĕл перессипе тупăшĕç.
Ноябрĕн 8-мĕшĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе район пуçлăхĕн премине çĕнсе илессишĕн республикăри турнир иртĕ.
"Пирěн пурнăç"