Харпăр хăй ыйтăвĕсемпе
Октябрĕн 28-мĕшĕнче «Единая Россия» политика партийĕн вырăнти уйрăмĕн обществăлла йышăну пÿлĕмĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Виктор Александрович Морозов граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă. Туктамăш, Питĕркасси, Хĕрлĕ Чутай ял çыннисем тĕл пулăва уйрăмах активлă хутшăнни палăрнă.
Халăха пенси, социаллă пулăшу, шыв ыйтăвĕсем, опекăпа попечительство органĕсен ĕçĕ хытă интереслентерет. Депутатпа куçа-куçăн тĕл пулни районта пурăнакансене шухăшлаттаракан ыйтусене анлăрах уçса пама пулăшнă. Хăш-пĕрисене вара лайăхрах тишкерсе федераллă шайра татса памалла пулать.
Малашне граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе кашни уйăхрах пĕр кун йышăнма палăртнă.
"Пирěн пурнăç"