Ÿсĕмсем мала чĕнеççĕ
Эпир вара 661 гектар çинчи ял хуçалăх культурисене кĕске срокра, лайăх пахалăхпа пухса кĕртрĕмĕр. Пурĕ 1510 тонна тырă пухăнчĕ. Тасатса типĕтнĕ хыççăн ăна кĕлетсене вырнаçтартăмăр, халĕ вăл лайăх упранать. Кашни гектар 22, 6 центнер тухăç пачĕ.
Вăйлă тыр-пул никĕсĕ ăçта-ха? Эпир кашни культура вăрлăхне минерал удобренийĕсемпе пĕрле акса хăвартăмăр. Унччен лаптăксене механизаторсем лайăх кăпкалатса тухрĕç. Паллах, фермăсенче пухăннă тислĕке те чылай кăлартăмăр.
Тыр-пул пухса кĕртес ĕçе дирекци лайăх йĕркелесе пынине палăртмалла. Механизаторсем комбайнсене тухăçлă ĕçлеттерчĕç. Водительсем вырнă тырра çийĕнчех йĕтем çине турттарса тăчĕç. Кунта вара ăна тасатса типĕтрĕмĕр, патшалăха та сутрăмăр.
Паян ял çыннисем кĕр мăнтăрĕпе савăнаççĕ. Вĕсене çĕнĕ тырă пама пуçларăмăр. Халăхăн пÿлми тулли пулсан, вăл пурăнать: выльăх-чĕрлĕх йышлă усрать, ăна сутса тупăш тăвать.
Хуçалăх ĕçченĕсем ыранхи кун çинчен те шухăшлаççĕ. Акă, кăçал эпир 425 гектар кĕр тыррисем акрăмăр. Унăн лаптăкне пĕлтĕрхинчен чылай ÿстертĕмĕр. Кĕрхи çĕртме 352 гектар турăмăр. Ку иртнĕ çулхинчен нумайрах.
Паян выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсем çинчен те ăшă сăмахсем калас килет. Вĕсен ĕçĕ те япăх мар-çке. 100 гектар çĕр пуçне кăçалхи тăхăр уйăхра 25 центнер аш-какай, 322 центнер сĕт туса илтĕмĕр. Çакă районăн вăтам кăтартăвĕсенчен пысăкрах. Ку таранччен кашни ĕне 3016 килограмм сĕт антарнă. Ĕне выльăх йышĕ кăштах ÿсрĕ. Январь-сентябрь уйăхĕсенче 134 пăру илтĕмĕр. Ку вăл 100 ĕне пуçне 52 пăру лекнине пĕлтерет. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçре çитменлĕхсем те пур-ха. Кăçал 242 ĕнене пĕтĕлентерсе хăварнă. Çакă пĕлтĕрхинчен 34 пуç сахалрах. Çав шутра пĕтĕлентернĕ пăрусен хисепĕ те пĕчĕкрех.
Уй-хирте те, фермăсенче те çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртсе пыма тăрăшатпăр. Асаттесен меслечĕпе ĕçленипе пысăк ÿсĕм тăваймăн. Ку таранчченхи çитĕнÿсем вара пире малашлăха чĕнеççĕ. Паян – ĕнерхинчен, ыран паянхинчен тăрăшарах ĕçлемелле – çакăн пек тĕллевпе пурăнатпăр эпир.