Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Пурăнмалли çурт кĕлленнĕ

Октябрĕн 22-мĕшĕнче районти 33-мĕш номерлĕ пушар хурал чаçне 13 сехет те 50 минутра Атнарта пушар тухни çинчен пĕлтернĕ.

Çак инкек 1932-мĕш çулта çуралнă Николай Иванович Мадебейкин хуçалăхĕнче пулнă. Вут-çулăмра пурăнмалли çурт тата пурлăх кĕлленнĕ. Тăкакĕ 50 пине яхăн тесе шутлаççĕ. Сăмах май, «хĕрлĕ автана» хирĕç кĕрешме 3 пушар машини хутшăннă.

Октябрĕн 23-мĕшĕнче ирхи 3 сехет те 35 минутра Хирлÿкасси ялĕнчи Олег Викторович Воронцов хуçалăхĕнче вут алхасни çинчен пĕлтерÿ пулнă. Пушара пула 5 тонна утă çунса кайнă. Çак инкек 6 пин тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ. Палăртмалла, пушарсем тухнин сăлтавĕсене хальлĕхе тĕпчеççĕ-ха.



"Пирěн пурнăç"
25 октября 2008
00:00
Поделиться