Уйăхлăха хутшăнса
Пиншер хунав, йывăç-тĕм лартса хăвараççĕ ĕç коллективĕсемпе шкулта вĕренекенсем. Чăнах та, общественноç хутшăннипе чĕртнĕ йывăçсен лаптăкĕ нумай çĕрте пĕчĕк мар. Парксем, аллейăсем, садсем ялсен сăн-сăпатне, вĕсен экологи, эстетика тата культура лару-тăрăвне лайăхлатма пулăшаççĕ.
Çак кунсенче «Сура» автомобиль çулĕ хĕррипе, Пĕчĕк Этментен Шуккакасси тĕлне çитиччен, йывăç лартас тĕлĕшпе субботник ирттернĕ. Ĕçе тĕплĕ тунине палăртмалла. Малтанах шăтăксем чавса тухнă, хыççăн хунавсене лартса хăварнă. Халĕ тавралăха 500 тĕп йывăç илем кÿрсе ларать.
Ĕçе район администрацийĕн, Мăн Этмен ял тăрăхĕн специалисчĕсем хастар хутшăннă. Вĕсем Ырă ĕçсен çулталăкĕ вĕçленсе пынă май ытларах ырă ĕç туса ĕлкĕресшĕн. Сăмах май, территорие тасатса тирпей-илем кĕртес, йывăç-тĕм лартас тĕллевпе ирттерекен санитарипе экологи уйăхлăхне пур коллективсем те активлă хутшăнасса шанас килет. Çырма-çатрана, пĕвесен айккине, çулсен хĕррине çамрăк хунавсем ытларах лартсан питĕ аван пулĕ.