Ачан йăнăш утăмĕ ашшĕ-амăшĕнчен килмест-ши
Райадминистрацин çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комисси йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ çемьесемпе ачасене вырăна чĕнсе профилактика ĕçĕсем ирттерет. Чылай чухне çемьесене çитсе вĕсен пурнăçне тишкерет. Сăмах май, хальхи вăхăтра право йĕркине пăснăшăн çул çитмен 19 çамрăка профилактика учетне илнĕ, вĕсенчен 6-шĕ хĕр ачасем. Мĕншĕн çак списока лекнĕ-ха вĕсем; Ырă пулăмсемшĕн мар паллах. Вĕсем саккуна хирĕçле ĕçсем тунă: çаратнă, обществăлла вырăнта ÿсĕр çÿренĕ, хăш-пĕр вĕренекенсем уроксене çÿремен, пĕр-пĕрне хĕненĕ тата ытти те. Япăх çемьесенче ÿссе çитĕннĕ ачасем йĕркене ытларах пăсаççĕ тейĕ вулаканăм. Çук. Комиссин яваплă секретарĕ А.Н.Кучекеева пĕлтернĕ тăрăх, учета лекнисенчен пурте тенĕ пекех тулли те йĕркеллĕ çемьесенче пурăнаççĕ. Апла пулсан, ачан йăнăш утăмĕ ашшĕ-амăшĕсем чун тĕпренчĕкĕсене тивĕçлĕ воспитани парассипе çителĕксĕр ĕçленинче.
Район территорийĕнче социаллă йывăр условисенче пурăнакан çемьесем те сахал мар. Ун пеккисем 57 пулнине регистрациленĕ, вĕсенче 125 ача пурăнать. Çак список пĕлтĕрхи кăтартуран кăшт пĕчĕкленнĕ. Çакна комисси членĕсем çемьесене çитсе, ашшĕ-амăшĕсемпе эрех ĕçессинчен хăтăлма, ачасен воспитанийĕпе ытларах ĕçлеме чĕнсе каланипе ăнлантармалла. Профилактика мероприятийĕсем усăллă иртнĕренех ĕнтĕ çул çитменнисем хушшинче преступлени тăвасси чакнă. Акă, пĕлтĕр çак тапхăрта шкул çулĕнчи ачасем 11 преступлени тунă пулсан, кăçал çак хисеп 6 таран чакнă.
Шел те, çемьесем тата ачасем пурте тĕрĕс çул тытса пыраймаççĕ. Эрех тыткăнĕнчен хăтăлайманнине пулах çемьене йывăра кĕртсе лартаççĕ. Ун пеккисем пирки вара çирĕп мерăсем йышăнаççĕ. Кăçал 6 çынна ашшĕ-амăш прависĕр хăварнă, 6 ачана патшалăх учрежденийĕсене тата йĕркеллĕ çемьесене вырнаçтарнă. Палăртар, иртнĕ çулта вара 32 ашшĕ-амăшне ачисене пăхса усрама тивĕçлĕ мар тесе йышăннă. Çав çемьесенче 40 ача пулнă. Çавăн пекех кăçал тата 4 çемье пирки, вĕсенче 6 çын, ачисене тивĕçлĕ пăхса усраманшăн, ашшĕ-амăшĕн правинчен хăтарас тĕлĕшпе материал пухса суда янă. Малашне çак çемьесенчи 8 ачан шăпине мĕнле татса парĕç.
Ачасен асап-хуйхине ăнланман ашшĕ-амăшĕсем пирки калаçар-ха. Çак кунсенче комиссине Утаркасси ял çыннисем пĕлтерни пур. Вĕсем пĕр çемье, ачисем çинчен мансах, эрех ĕçсе çÿрени çинчен ăнлантарнă. 2 тата 5-мĕш классенче вĕренекен ачасем питĕ нушаланса, выçă, ăшăсăр пурăнаççĕ иккен. Комисси членĕсем çак ÿкерчĕк çине çăмăллăн пăхайман, çемьене çитсе унти лару-тăрупа паллашнă, ачасене тĕп больницăна вырнаçтарнă. Мĕнле малашлăх кĕтет-ши ачасене;
Аслисене эрех ĕçсе çÿренĕшĕн, ачасен воспитанийĕпе пачах ĕçлеменшĕн ашшĕ-амăшĕн прависĕр хăвараççех. Акă, комисси членĕсем октябрĕн 15-мĕшĕнче иртнĕ ларура Питĕркассинчи ачасем ашшĕ-амăшĕпе пурăнас килменнишĕн пулăшу ыйтса çырнине пăхса тухнă. Хĕр пĕрчисем хăйсене кун çути панă чи çывăх çыннисенчен сивĕнсе çитнĕ. Чăнах та, ачисене маннăскерсем «атте, анне» сăмахсене илтме тивĕçлех-ши?