Çĕнтерÿпе таврăннă
Унта пирĕн район ачисем те хăйсен пултарулăхĕпе палăрнă, аван кăтартусемпе таврăннă. Акă, Шулю шкулĕнче 9-мĕш класра ăс пухакан Надежда Рябикова 16 çулчченхи хĕрсем хушшинче иккĕмĕш вырăн йышăннă. Çĕн Атикасси шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен Петр Майоров вара хăйĕн тантăшĕсем хушшинче виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Çĕн Атикасси шкулĕн вĕренекенĕсем (7-мĕш класс) Карина Ефимова тата Андрей Петрейкин 14 çулчченхи ачасем хушшинче иккĕшĕ те тăваттăмĕш вырăна тухнă. Çамрăк шахматист-çĕнтерÿçĕсем икĕ медальпе тата ЧР Физкультурăпа спорт, туризм министерствин Хисеп грамотисемпе таврăннă.
Палăртмалла, шахматла выляс ăсталăха ÿстерме районти ачасене пысăк опытлă педагог Аркадий Туйманов пулăшать. Вăл районти ачасемпе çамрăксен пултарулăх çуртĕнче шахмат пĕрлешĕвне ертсе пырать. Ачасен çĕнтерĕвĕнче, паллах, унăн тÿпи те сахал мар. Малашне те хĕрлĕчутайсен аллинче ку енĕпе ăнăçу пуласса шанас килет.