Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Çĕнни вăй илтĕр, аталантăр

Паян кирек хăш хуçалăхра та çĕнĕлле ĕçлени, малта пыракансен опычĕпе пĕлсе, туллин усă курни кирлĕ.

Çĕнĕ технологисемпе ĕçлемесен, наукăпа техника çитĕнĕвĕсене хакламасан ÿсĕм тума çук. Çакна шута илсе патшалăх коллективлă предприятисем валли укçа-тенкĕ уйăрать. Сăмахран, кăçал элитлă вăрлăх хатĕрлессине аталантарма 575, 0 пин тенкĕ субсиди уйăрнă. Сакăр уйăхра çакăн 324748 тенкипе усă курнăччĕ.

– Сентябрь уйăхĕнче тата 80000 тенкĕ тăкакланă, – терĕ Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин районти специалисчĕ Лариса Куропаткина. – Çапла вара пурĕ 324748 тенкĕ пухăнать. Ку вăл палăртнин 56 проценчĕ. Ку енĕпе “Коминтерн” ял хуçалăх кооперативĕ ăнăçлă ĕçленине палăртмалла. Паха вăрлăх – вăйлă тыр-пул никĕсĕ тесе ахальтен каламан. Акă, атнарсем кăçал кашни гектартан 31 центнер пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем пухса кĕртрĕç. Çакă вăл элитлă вăрлăхпа усă курнин кăтартăвĕ.

Çĕр ĕçĕнче пурте кирлĕ. Тĕслĕхрен, минерал удобренийĕсенех илĕпĕр. Вĕсене çителĕклĕ туянма кăçал федераллă бюджетран 2053470 тенкĕ, республика бюджетĕнчен 616043 тенкĕ кирлĕ пулать. Кĕр тыррисем акнă чухне “Нива” ял хуçалăх кооперативĕпе Туканашри “Дар-Бройлер” чăх-чĕп фабрики минерал удобренийĕсемпе усă курнине палăртмалла. Халĕ уй-хирти калча парка ешерет. Тĕпрен илсен, ку таранччен ку енĕпе федераллă бюджетран 709665 тенкĕпе, вырăнти бюджетран 212900 тенкĕпе тивĕçтернĕ.

Культурăллă ÿсен-тăрансене хÿтĕлесси те паян чи çивĕч задачăсенчен пĕри. Хурт-кăпшанкăсене вăхăтра пĕтермесен, çум курăксемпе кĕрешмесен вăйлă тыр-пул туса илме йывăр. Акă, ÿсен-тăрансене хÿтĕлемелли препаратсем туянмалли лимит 477, 0 пин тенкĕпе танлашать. Çакăн 289389 тенкипе усă курнă. Кунта каллех “Коминтерн” ял хуçалăх кооперативĕн паха опычĕ çинче чарăнса тăмалла. Гербицидсем çителĕклĕ туянать коллективлă предприяти. Вĕсене кирлĕ çĕре вăхăтра сапнипе çум-курăка пĕтереççĕ. Кăçал хуçалăх ÿсен-тăрансене хÿтĕлемелли япаласем 275000 тенкĕлĕх туяннă. Ку ытти хуçалăхсенчен чи нумаййи.

Кăçал, паллах, тыр-пул тухăçĕ тата пысăк пулатчĕ. Шел, тăккаланчăксене хирĕç кирлĕ пек кĕрешеймерĕç. Сăмахран, “Асамат”, “Сура”, “Путь Ильича”, “Авангард” хуçалăхсем кашни гектартан 11, 1-13, 9 центнер çеç пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем пухса кĕртрĕç. Çакăнтан тивĕçлĕ йышăнусем тума вăхăт. Малашне те ĕç алран кайтăр тесе ларсан, пилĕке авмасан, тыр-пул туса илес ĕçре çĕнĕ технологисемпе усă курмасан ÿсĕмсен çулĕ çине тухаймăн.

Патшалăх выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарма та укçа-тенкĕ уйăрать. Кăçалхи лимит 2583, 0 пин тенкĕ. Çав шутран пысăк продуктивлă выльăх-чĕрлĕхе тытса тăма 708, 0 пин, ăратлă выльăх тата ĕнесене пĕтĕлентерме, вăрлăх туянма 708, 0 пин тенкĕ уйăрма пăхнă. Ку таранччен 91310 тенкĕлĕх вăрлăх кÿрсе килнĕ. Çавăн пекех район ăратлă сысна аçисемпе пуянланнă. Ку енĕпе 10000 тенкĕ тăкакланă. Çапах та уйăрса панă укçапа усă курса пĕтереймен. Юлнă 148810 тенкине те “ĕçе кĕртме” тăрăшмалла.

– Çакă паха, – терĕ юлашкинчен Лариса Гурьевна, – çĕр пулăхне лайăхлатма палăртнă укçа-тенкĕпе пĕтĕмпех усă курнă. Унăн лимичĕ 1711600 тенкĕпе танлашнă. Ăна районти хуçалăхсем тăпра пахалăхне ÿстернĕ çĕрте тăкакланă.

Тĕпрен илсен, патшалăх пулăшăвĕ пур коллективлă предприятие те кирлĕ. Çакна ăнланса ĕçлеççĕ малта пыракансем. Хÿрере çапкаланса пыракансен те куçа уçса пăхма вăхăт. Паянхи пурнăç, асаттесен меслечĕ епле лайăх пулин те, çĕнĕлле тăрăшма хистет. Ахальлĕн экономикăна аталантарасси çинчен калаçма та кирлĕ мар.



"Пирěн пурнăç"
22 октября 2008
00:00
Поделиться