Бюджет тата хĕле хатĕрленес ыйтусемпе
Пĕрлехи информаци кунне хутшăнма района федераллă казначейство Управленийĕн Чăваш Республикинчи административлă уйрăмĕн начальникĕн çумĕ Ф.П.Сурков ертсе пыракан ушкăн килсе çитнĕ.
Информаци кунне хутшăнакан ушкăнсем ял тăрăхĕсене çитсе вĕрентÿ ĕçченĕсемпе, ĕç коллективĕсемпе курнăçнă.
Район пуçлăхĕ А.И.Криков ертсе пыракан ушкăн, çав йышра Ф.П.Сурков та, Питĕркасси ял тăрăхне çитнĕ, шкул коллективĕпе тĕл пулса калаçнă. Программăпа палăртнă ыйтусене тишкернĕ хыççăн, районăн тата Питĕркасси ял тăрăхĕн 2009 çулхи бюджечĕ çинчен калаçнă. Унтан Александр Иванович район территорийĕнче ЧР Президенчĕн “Чăваш Республикин автомобиль çулĕсене тăвассине хăвăрт вĕçлес енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен” Указĕ мĕнлерех пурнăçланни пирки каласа панă, çак кунсенче “Хĕрлĕ Чутай-Вишенер-Пчелка” автоçул хута каяссине пĕлтернĕ.
Район пуçлăхĕн çумĕ, обществăлла инфратытăм тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ И.Л.Хораськин ертсе пыракан ушкăн Ачкасси ял тăрăхĕнче ĕçлесе пурăнакансемпе тĕл пулчĕ.
Малтанах Иван Лаврентьевич Чăваш Республикинчи 2009 çулхи тата планпа пăхнă 2010-2011 çулсенчи республика бюджечĕ тавра тишкерÿ ирттерчĕ, çавăн пекех районăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарма бюджет йышăнса хăвармалли çинчен каларĕ. Çитес çул мĕн-мĕн тума е юсама палăртнипе ăна валли мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ хывса хăварма пăхнипе тĕплĕн паллаштарчĕ.
– Район территорийĕнче çĕнĕ офиссем, çуртсем çĕкленеççĕ, вĕсене ăшăтса тăма котельнăй хута яма палăртнă. Вăл пысăк укçапа çыхăннă. Район центрне тирпей-илем кĕртсе тăрасси те пĕтĕмпех укçаран килет. Çавăн пекех район территорийĕнче пухăннă çÿп-çапа тăкса тăма ятарлă вырăн çук. Паян ăна Етĕрнене ăсатаççĕ. Çĕнĕ урамсене электричество линийĕсем кармалла, халăха çутăпа тивĕçтермелле. Тепĕр пысăк ĕç – федераллă программа тăрăх 2009-2010 çулсенче районта сывлăхпа спорт комплексне туса çитермелле. Унăн хакĕ – 154 миллион тенкĕ. Строительство ĕçĕсене пурнăçлама çуррине федераллă бюджетран, тепĕр çуррине республикăран уйăраççĕ, вырăнти бюджетран та сахал мар укçа кирлĕ. Кăçал районти пур яла та (Лоба ялĕсĕр пуçне) асфальт сарнă е хытă сийлĕ çул çитĕ. 2009-2015 çулсенче вара ялсенчи тĕп урамсене асфальт çул хывĕç. Çавăнпа тата ытти чылай ĕçе пурнăçлама бюджета çителĕклĕ укçа-тенкĕ кĕртсе хăвармалла, – терĕ И.Л.Хораськин.
Юлашкинчен Иван Лаврентьевич район экономика аталанăвĕн 9 уйăхри кăтартăвĕсем çинче чарăнса тăчĕ, унтах ÿсĕм туса пыракан предприятисене асăнчĕ, района каялла туртса пыракансене палăртрĕ.
Ĕçлĕ ушкăнра “Йăла” муниципаллă предприяти директорĕ Г.С.Столярова пулнă май, вăл хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Сăмах май, предприяти халăха йăла пулăшăвĕпе тивĕçтерессине кашни çулах плана ирттерсе пурнăçлать. Малашлăхра кунта электроприборсемпе тĕрлĕ оборудовани юсамалли пÿлĕм, сехет мастерскойĕ, парикмахерскăй уçма, ритуал пулăшăвĕпе тивĕçтерессине анлăлатма палăртнине пĕлтерчĕ.
Халăхпа тĕл пулса калаçнă май, Иван Лаврентьевич 2008-2009 çулсенчи кĕркуннехи-хĕллехи тапхăра мĕнле хатĕрленни çинчен ыйту хускатрĕ. Вăл Ачкасси ял тăрăхĕнче ку енĕпе аван ĕçленине ырларĕ: шкулсемпе ача сачĕсене ăшăпа тивĕçтернĕ, клуб учрежденийĕсене “кăвак çулăм” илсе çитернĕ. Çакăнтах ку енĕпе япăх ĕçлесе пыракансене те палăртрĕ. Уйрăмах Штанашпа Пантьăк шкулĕсенче хутса ăшăтмалли тапхăра япăх хатĕрленнине асăнчĕ.
Хĕллехи вăхăтра пăтăрмахсем ан пулччăр тесен, кĕркунне теплоизоляцие тепĕр хут тĕрĕслемелле, çĕнетсе улăштармалла, котельнăйсене йĕркене кĕртсе çитермелле, саппасра çĕр кăмрăкĕпе ĕçлекен котельнăйсем йĕркелесен те аван пулмалла. Хутса ăшăтмалли тапхăра лайăх хатĕрленсен асап пулмĕ.
Кăнтăр иртсен информкуна хутшăннисем район администрацине пухăнса тĕл пулусенче хускатнă çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пĕтĕмлетÿсем турĕç.