Пепкесен йышĕ ÿсет
Çулталăк пуçланнăранпа 7 уйăх хушшинче районта пурĕ 111 ача çут тĕнчене килнине регистрациленĕ.
Пĕлтĕр çак хушăра 109 ача çуралнă. Патшалăх пулăшу пани витĕм кÿрет, паллах. Кăçал пĕрремĕш пепкесем 49 çемьере çуралнă, 40-шĕ – иккĕмĕш, 16-шĕ – виççĕмĕш ачасем. Мăшăрсем тăваттăмĕш тата пиллĕкмĕш ачана кун çути парнелессипе тытăнарах тăраççĕ-ха, вĕсен йышĕ сахалтарах.
Çак тапхăрта 57 мăшăр çемье çавăрнă, 2007 çулта юратăва çирĕплетсе пĕрлешекенсем ытларах пулни палăрать. Унпа пĕрлех кăçал 22 çемье арканнă.
Вилекенсен шучĕ çуралакансенчен çав-çавах пысăк-ха. Иртнĕ çул 7 уйăхра 292 çын “леш тĕнчене” кайнă, кăçал 275 çын вилнĕ.
"Пирěн пурнăç"