Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Культура учрежденийĕсем йыхравлаççĕ

Ачкасси ял тăрăхĕн администрацийĕ культура учрежденийĕсен ĕçне лайăхлатса пыма тăрăшать. Хальхи вăхăтра кунта икĕ тĕслĕх библиотека ĕçлет.

Вулавăшсен заведующийĕсем – Серенкассинчи З.Анисимовапа Ачкассинчи О.Михатайкина хăйсен тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыраççĕ. Халăх кĕнеке вулама юратать, çамрăксем тĕрлĕ информаци илеççĕ. Шулюри А.Картмасова библиотекарь те вулакансен йышне ÿстерес тĕлĕшпе нумай тăрăшать.

Серенкассинчи Культура çуртне нумай çул ĕнтĕ В. Оринов ертсе пырать. Ăна тĕслĕх клуб тума палăртнă. Çавна май ăна юсаса йĕркене кĕртеççĕ. Акă, çи виттине сăрланă, кĕмелли-тухмалли вырăна, çурт тавра тытнă картана çĕнетнĕ. Шалта та юсав ĕçĕсене пурнăçланă.

– Ял тăрăхне кĕрекен культура учрежденийĕсем халăхăн пушă вăхăтне усăллă ирттерме пулăшчăр, – тет ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Патьянов. – Çакăншăн тăрăшатпăр эпир. Халĕ çурт-йĕре хĕле хатĕрлетпĕр, юсаса çĕнететпĕр, сăрласа илемлететпĕр...



"Пирěн пурнăç"
02 августа 2008
00:00
Поделиться