Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Электричествăпа туллин усă курар

Кăçалхи июлĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Минпромэнерго, Минстрой, республикăри тарифсен службин, муниципаллă тытăмсен канашĕн ĕç тăвакан дирекцийĕн, “МРСК Волги”-”Чувашэнерго” уçă акционерла обществăн филиалĕн представителĕсенчен йĕркеленĕ ĕçлĕ ушкăн, райадминистрацин пурăнмалли çурт-йĕрпе обществăлла инфратытăма аталантарас енĕпе ĕçлекен пайĕн тĕп специалисчĕ Виталий Музяков хутшăннипе, Вырăсушкăнь тата Енкĕлт ялĕсене электроэнергипе мĕнле тивĕçтерсе тăнине тĕрĕсленĕ.

Çакна палăртнă: Енкĕлт ялĕ çумĕнчи çĕнĕ çуртсем лартма уйăрнă вырăна – 2007 çулта, Вырăсушкăне кăçал электричество линийĕ илсе пынă. Шел пулин те, вĕсенче электроэнергипе туллин усă курманни сисĕнет. Çак çитменлĕхе пĕтерес тесен ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен тата районти энергетиксен ăнлантару ĕçне вăйлатмалла. Çурт-йĕр çавăрма васкаманнисен лаптăкĕсене урăх çынсене памалла.

Енкĕлтри çĕнĕ урама электрификацилеме 3333, 0 пин, Вырăсушкăнче 1144, 0 пин тенкĕ тăкакланă. Çĕнĕ линисем ĕçлеменни патшалăха усă памасть. Потребительсем çутăпа та усă курмаççĕ, укçине те тÿлемеççĕ. Акă, Енкĕлтре пурĕ 101 участок, 14 çурта пурăнма кĕнĕ, 7-шне электричество кĕртнĕ. Тата 14 çурт çĕклеме никĕс ярса хăварнă. Вырăсушкăнче 8 лаптăк уйăрса панă, 4 çурт туса лартнă, тепринче строительство ĕçĕсем пыраççĕ.

Юлашкинчен çакна палăртмалла. Çĕнĕ çуртсене электрификацилемелле, электричество линийĕсемпе туллин усă курмалла. Унсăрăн районти 18 ял çумĕнчи çĕнĕ урамсене электричествăпа тивĕçтересси тăсăлма пултарать.



"Пирěн пурнăç"
02 августа 2008
00:00
Поделиться