Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ялсене – çĕнĕ çул

Çăва тухсан çул-йĕр строителĕсем хĕрÿ ĕçе тытăнаççĕ. Ку енĕпе районта тумалли чылай. Хальхи вăхăтра Çĕмĕрлери “Чувашавтодор” (директорĕ А.А.Волков) строителĕсем уйăрса панă укçа-тенкĕпе усă курса çул çинчи шăтăк-путăклă вырăнсене йĕркене кĕртеççĕ, çĕнĕ çул хываççĕ. Акă, коллективри пĕр ушкăн Хĕрлĕ Чутайри Советски урамĕнчи автоçула (100 метр тăршшĕ) тикĕслесе тухрĕ. Кунти Н.П. Огонькин прораб пĕлтернĕ тăрăх, строительсен тепĕр ушкăнĕ Горбатовка ялне Çĕмĕрле енчен çул хывассипе тимлет.

Калас пулать, Çĕмĕрлери “Чувашавтодор” коллективĕ палăртнă ĕçе вăхăтра пурнăçласа пырать. Кăçал вĕсем Серенкассипе Мăн Этмен хушшинчи автоçула çĕнетрĕç, çак кунсенче Урикасси (Штанаш ял тăрăхĕ) ялĕнчи çула йĕркелесе çитернĕ. Хальхи вăхăтра çул-йĕр ĕçĕсем ытти объектсенче те пыраççĕ.

Умри тĕллевсем татах та пысăк. Строительсем çу кунĕсемпе туллин усă кураççĕ. Çĕнĕ çулсем ялсене çĕнĕ пурнăç илсе килессе шансах тăратпăр



"Пирěн пурнăç"
30 июля 2008
00:00
Поделиться