Выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ
Районти хуçалăхсенче выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç пуçланчĕ. Паян чылай çĕрте косилкăллă тракторсем нумай çул ÿсекен курăксене çулнине курма пулать. Техникăна пĕлсе, туллин усă куракансем ку енĕпе ĕç калăпăшне те, хăвăртлăхне те ÿстернине палăртса хăвармалла.
“Асамат” тулли мар яваплă общество ĕçченĕсем кăçал выльăх-чĕрлĕх валли апат çителĕклĕ хатĕрлесе хăварма тĕллев лартнă. Çавна май июнь уйăхĕн пуçламăшĕнчех косилкăсене козлятник уйне илсе тухнă. Ку таранччен çак культурăна 36 гектар çулнă. Германире туса кăларнă техникăпа кĕске вăхăтра, лайăх пахалăхпа пурнăçланă. Хуçалăх 60 тонна утă хатĕрленĕ.
Çавăн пекех “Коминтерн”, “Свобода”, “Нива” ял хуçалăх предприятийĕсенче те выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçе лайăх йĕркеленĕ. Курăк çулакан агрегатсен ĕç тухăçлăхĕ япăх мар. Мĕншĕн тесен вĕсене опытлă механизаторсене шанса панă. Кашниех хăйĕн ĕçне аван пĕлет, техникăна юсавлă тытать.
"Пирěн пурнăç"