Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

«Усă курман çĕрсем юлмĕç»

Николай Васильевич Федоров Президент Патшалăх Канашне янă «Малашлăхшăн паян ĕçлетпĕр!» Çырура çĕр ыйтăвне çивĕч кăларса тăратрĕ. «Чăваш Еншĕн ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем вăй-хăват пулса тăраççĕ, çавăнпа та хуçисем юхăнтарса янă 75 пин гектар ял хуçалăх çĕрĕсене çаврăнăша кĕртес ыйтăва ним тăхтаса тăмасăр татса памалла», – палăртнă Çырура Н.В.Федоров.

Çавăн пекех ЧР Президенчĕ Чăваш Ен территорийĕнче усă курман çĕрсем пулмалла мар тесе палăртать. Паллах, çав çĕрсем хыт-хурапа «савăнтарнисĕр» пуçне ял çыннине нимĕн чухлĕ те усă кÿмеççĕ. Çĕрĕн хуçи çуккипе вырăнти бюджет налук та пухаймасть. Ун пек çĕрсем пирĕн районта та сахал мар, пурĕ 5 пин гектар ытла. ЧР Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе кăçал районти халиччен усă курман 2900 гектара кăпкалатса çаврăнăша кĕртмелле, республикипе – 57395 гектар. Район пуçлăхĕ Александр Иванович Криков каласа панинчен çакă паллă: ку енĕпе хĕрÿ ĕç пырать. Июнĕн 17-мĕшĕ тĕлне малтан усă курман 2315 гектар çĕре çаврăнăша кĕртнĕ ĕнтĕ, вăл шутра «Путь Ильича» УАО ĕçченĕсем 440 гектар сухаланă, «Коминтерн» ЯХПК – 72, «Победа» – 30, «Свобода» – 102, «Нива» – 60, «Асамат» ТЯО – 70, «Телей» ТЯО – 374, «Родник» кооператив – 1100. Сухаламан-акман çĕрсене çаврăнăша кĕртес енĕпе хуçалăхсенче хăйсен техники те ĕçлет, çав вăхăтрах вĕсене пулăшакансем те пур. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.И.Криков тăрăшнипе хуçалăхсене пулăшма района хăватлă 9 трактор çитрĕ, вăл шутра Чулхула облаçĕнчен – 7. Палăртнă тĕллеве пурнăçа кĕртес тесе район администрацийĕ Чулхула облаçĕнчи Сеченово, Пильна тата Болдино районĕсемпе килĕшÿ тунă. Акă, унччен «Искра» хуçалăха кĕнĕ çĕре Чулхулари 4 тракторпа 8 механизатор ылмашăнса (икĕ сменăпа) уйăх хушшинче 1100 гектар таран çĕртме турĕç, çитес вăхăтра «Родник» кооперативăн ĕçченĕсем çĕре кăпкалатма пуçлĕç.Питĕркасси уйĕнче Германире туса кăларнă «Класс» йышши хăватлă трактор 374 гектар çĕре кăпкалатма ĕлкĕрчĕ. «Сура» хуçалăхăн уйĕнче К-701 тата Т-150 кĕрленине илтме пулать, вĕсем 400 гектар тĕштырă валли çĕр хатĕрлеме палăртнă.Туктамăш уйĕнче «Путь Ильича» акционерла обществăн тракторĕсемпе аякран килнĕ «Четра 6 С Т-315» ĕçлеççĕ.

Пĕтĕмлетсе çакна калама пулать: палăртнă ĕçĕн 80 процентне пурнăçларăмăр, юлашки ĕçсем юлчĕç. Малалла вара хуçалăх ертÿçисен хатĕр çĕре валли вăрлăх хатĕрлесси пирки шутламалла.

Çĕр – пирĕн пуянлăх. Вăл пире тăрантарать. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр пушшех те: тыр-пулне те парать, выльăх-чĕрлĕхне те усрать. Апла пулсан, пирĕн пурин те çĕре хакласа йĕркеллĕ пăхса тăмалла, пулăхлăхне ÿстермелле...



"Пирěн пурнăç"
21 июня 2008
00:00
Поделиться