Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Тар тăкмасăр пучах тулмасть

Вăйлă тыр-пул туса илес тесен çĕр ĕçĕнче самай тар юхтармалла. Çакна ял ĕçченĕ лайăх ăнланать, паянхи ĕçе ырана хăвармасăр пурнăçлама тăрăшать.

Акă, халĕ районти хуçалăхсенче çум курăксемпе кĕрешес тĕллевпе ял хуçалăх культурисен пуссине хими им-çамĕ сапассине йĕркеленĕ. Сăмах май, кĕр тыррисен уйĕсенче çак ĕçе вĕçленĕ ĕнтĕ. Кĕскен калас пулсан, ку таранччен 3813 гектар йышăнакан лаптăка гербицид хывнă. Агрегатсем паян çуртрисен пуссисенче ĕçлеççĕ.

Ял хуçалăх, экономика тата пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, гербицидсемпе усă курассине “Коминтерн” производство кооперативĕнче лайăх йĕркеленĕ. Кунта 1350 гектар çинчи уйсене хими им-çамĕ сапнă. Çак ĕçре çавăн пекех “Асамат” (600 гектар), В.Никитин фермер хуçалăхĕ (500), “Нива” (360), “Аккозинский” (320) ырă тĕслĕх кăтартнине палăртмалла.

Кăçал калча аван шăтса тухнă. Ăна лайăх пăхса тăрсан тухăçлă тыр-пул пухса кĕртме шанчăк пур.



"Пирěн пурнăç"
21 июня 2008
00:00
Поделиться