Игнашевич – Тумликасси мăнукĕ
Юн кун каçхине телевиденипе кăтартнă çав матча, паллах, нумайăшĕ интересленсех пăхрĕ. Хĕрлĕ Чутайри 75 çулхи кинемей Ольга Михайловна Яковлева вара пуринчен те ытларах хумханчĕ-и, тен; Унăн мăнукĕ Сергей Игнашевич хÿтĕлевçĕ пирĕн çĕршывăн пĕрлештернĕ командин членĕ-çке! Кун пек чухне епле-ха лăпкă ларăн!
Сергейăн амăшĕ – Тумликасси хĕрĕ Раиса Германовна. Вăл кашни çулах Мускавран хăй çуралса ÿснĕ тăван яла тата район центрне – Хĕрлĕ Чутая килсе каять. Мăнукĕ кукамăшĕ валли кунта хваттер туяннă-çке. Кăçалхи çуркунне Игнашевичăн ашшĕ-амăшĕ пирĕн районта пулнă. Вĕсем каланă тăрăх, Сергей хăй ача чухне, 20 çул каялла килсе курнă Чăваш Ене, çитесшĕн.
Çакăн пек телейлĕ саманта, тен, Евро-2008 хыççăнах курăпăр.