Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Вăхăта усăллă ирттерĕç

Нумаях пулмасть ĕçпе тивĕçтерекен районти центр 14-18 çулхи ачасене çуллахи каникул тапхăрĕнче вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерес тĕллевпе ĕç вырăнĕсен ярмăрккине ирттернĕ. Çак ĕç çине центр пысăк тимлĕх уйăрать, мĕншĕн тесен ярмăрккăсем ирттерни çамрăксене хăвăртрах вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарма пулăшать.

Асăннă ярмăрккăна Хусанушкăнь, Атнар, Штанаш ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, Штанашри тĕп шкулăн директорĕ, райпо, вĕрентÿ пайĕн, Мăн Этменпе Атнар вăтам шкулĕсен, Тури Çĕрпÿкассинчи тĕп шкулăн, райадминистрацин çула çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комиссин представителĕсем хутшăннине палăртмалла.

Ĕçпе тивĕçтерекен районти центрăн директорĕ П.П.Микишин çула çитмен çамрăксене вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерессине епле йĕркелени пирки, ĕç режимĕн уйрăмлăхĕсем çинчен каласа панă, йывăр лару-тăрури тата нумай ачаллă, çула çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комиссинче тата инспекцинче учетра тăракан çемьесенчи ачасене ĕçе вырнаçтарас тĕлĕшпе мĕнле ĕçсем пурнăçлани çинчен пĕлтернĕ. Çавăн пекех Петр Петрович çуллахи вăхăтра ватă çынсене, Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннисене, тыл ĕçченĕсене тата ĕç ветеранĕсене килĕсене кайса социаллă пулăшу парассине йĕркелеме сĕннĕ.

Ярмăрккăна Атнар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Н.Кузнецов активлă хутшăннине палăртмалла. Вăл çитĕнекен ăрăва пысăк тимлĕх уйăрмаллине çирĕплетнĕ, çамрăксене çуллахи вăхăтра усăллă ĕçсемпе тивĕçтерме сĕннĕ.

Ĕçпе тивĕçтерекенсемпе калаçса татăлнă хыççăн çула çитмен çамрăксем валли çуллахи тапхăрта тимлеме вăхăтлăх 76 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ.

18 тултарман ачасене вăхăтлăх ĕç парас енĕпе аякра юлманнисем ырă сăмаха тивĕç. Çамрăксем çулла вăхăта усăллă ирттерни, ĕçе хăнăхса пыни питĕ лайăх. Вĕсен те кăшт та пулин хăйсен укçа ĕçлесе илес килет-çке.



"Пирěн пурнăç"
18 июня 2008
00:00
Поделиться