Патшалăха улталарăн – саккун тăрăх явап тыт
Ку тĕлĕшпе эпир тĕрлĕ меслетсемпе тата мелсемпе усă куратпăр. Акă, центрти кашни специалиста предприятисемпе организацисем çумне çирĕплетнĕ, кадр службин ертÿçисемпе çыхăну йĕркеленĕ. Уйăхсерен кадрсем куçса пынине пĕлтерсе тăнине кура граждансене тĕрĕс регистрациленине тата вĕсене учетран кăларнине тĕрĕслесе тăраççĕ.
Çакна та палăртса хăвармалла. Хăш-пĕрисем пособи илес тĕллевпе ĕçпе тивĕçтерекен центрта учета тăнă тата пособи илсе пынă вăхăтра хăйсем урăх ĕçре пулнине пытараççĕ. Çавăн пекех пенси илсе тăнине, куçăмлă майпа вĕреннине кăтартмаççĕ. Кунпа пĕрлех вăтам ĕç укçине пысăклатса кăтартнă справка пырса параççĕ е темиçе ĕç кĕнекипе усă кураççĕ.
Çакăн пек тĕслĕхсене тупса палăртас тĕллевпе эпир йĕркелĕхе сыхлакан органсемпе, районти социаллă хÿтлĕх пайĕпе, РФ Пенси фончĕн управленийĕн районти патшалăх учрежденийĕпе пĕрле таччăн çыхăнса ĕçлетпĕр. Прокуратурăна тата шалти ĕçсен пайне пособи е стипенди саккуна пăсса илни çинчен уйăхсерен пĕлтерсе тăратпăр. Пенсие срокчен тухнă ĕçсĕр граждансем центрта уйăхра пĕр хутчен пулаççĕ, паспорт тата ĕç кĕнеки пырса кăтартаççĕ.
Кăçал ĕçсĕр пурăнакан 10 гражданăн ĕç тапхăрне тата вăтам ĕç укçине кăтартакан сведенийĕсене тĕрĕсленĕ. Кăçалах улталаса пособи илнĕ виçĕ ĕç пăхса тухнă.
Центрăн тĕп тĕллевĕ – граждансене ĕçпе тивĕçтересси. Пирĕн патра ĕçсĕр çынна шута илесси 10 куна тăсăлать. Çак вăхăтра унăн хăйĕнчен мĕн ыйтнине пĕтĕмпех пурнăçламалла. Çавăн пекех пирĕн пата ача çуратма хатĕрленекен хĕрарăмсем те учета тăма пыраççĕ. Кун пеккисен 28 эрне çитичченех регистрацие тăма тăрăшмалла. Хăш-пĕрисем вара ача çуратас умĕн панă алăри ĕçсĕрлĕх листисемпе пыраççĕ. Улталама пикенекенсене эпир хăвăрт тупса палăртатпăр. Пирĕн пата тăратнă документсен тĕрĕслĕхĕшĕн алă пусса çирĕплетнĕ çынсем явап тытаççĕ. Тĕслĕхрен, вăтам ĕç укçи çинчен çырнă справкăшăн предприятисен ертÿçисемпе тĕп бухгалтерĕсем ответлă. Ку енĕпе бухгалтерсем центрта консультаци илме пултараççĕ.
Ĕçпе тивĕçтерекен центрта шута илнĕ çынсене ĕçсĕррисен пособине е професси пĕлĕвĕ илнĕ тата квалификаци ÿстернĕ чухнехи стипендие вĕсем çулталăкра 26 эрне ĕçлемесĕр пурăннине, юлашки ĕçре вăтам ĕç укçи мĕнле тухнине тата ĕçсĕр гражданин категорине шута илсе тÿлеççĕ.
Тĕпрен илсен, саккуна пăсса никамăн та пособи е стипенди илме ирĕк çук. Çакна пирĕн пата килсе ĕç шыракансен асрах тытмалла.