Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

2008 ÇУЛХИ ĔÇ ĂМĂРТĂВĔНЧЕ СĔТ СĂВАССИПЕ

Иртнĕ çул кашни ĕнерен 3500 килограмм ытларах сĕт суса илнĕ ферма коллективĕсем:

– “Свобода” колхозри Анат Çĕрпÿкасси ферми, кунта çулталăкра ĕне пуçне 5042 килограмм сĕт сунă. Коллектива 3650 тенкĕ укçан преми панă;

– “Коминтерн” ЯХПК-ри Трапай комплексĕ, кашни ĕнерен 4197 килограмм сĕт. Коллектива – 8650 тенкĕ преми;

– В.Никитин фермер хуçалăхĕнчи Хăмаркка ферми, ĕне пуçне 4010 килограмм сĕт сунă, преми – 2000 тенкĕ;

– “Аккозинский” хуçалăхри Тури Çĕрпÿкасси ферми, кашни ĕнерен 3743 килограмм сĕт илнĕ, преми – 1800 тенкĕ;

– “Нива” ЯХПК-ри Карăкçырми ферми, ĕне пуçне 3616 килограмм сĕт сунă, преми – 4700 тенкĕ;

– “Победа” ЯХПК-ри Иккĕмĕш Хурашаш ферми, кашни ĕнерен 3544 килограмм сĕт илнĕ, 1800 тенкĕ преми.

Пĕлтĕр ĕне выльăха куллен 600 грамм ытларах ÿт хуштарнă:

– “Коминтерн” ЯХПК-ри ĕне выльăх самăртакан коллектив. Кашни выльăх талăкра вăтамран 758 грамм ÿт хушнă. Преми – 2000 тенкĕ.

“Свобода” колхозри ĕне выльăх самăртакан коллектив. Выльăхсем талăкра вăтамран 631-шер грамм хушăнса пынă, преми – 1500 тенкĕ.

2007 çулта кашни сыснана куллен 350 грамран ытларах ÿт хуштарнă:

“Коминтерн” ЯХПК-ри сысна самăртакан коллектив. Сыснасем талăкра 528-шар грамм ÿт хушнă, преми – 1000 тенкĕ.

Ĕнесене машинăпа сăвакансен тата искусственнăй майпа пĕтĕлентерекен операторсен районти конкурсне хутшăнса çĕнтернĕ:

– Марина Геннадьевна МОКРОВА – “Коминтерн” ЯХПК-ри ĕне сăвакан;

– Елена Юрьевна ЖУКОВА – “Нива” ЯХПК-ри техник-осеменатор.

Вĕсене район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăланă.

Иккĕмĕш вырăна тухнă:

– Роза Васильевна ДАНИЛОВА – “Коминтерн” ЯХПК-ри ĕне сăвакан;

– Раиса Ивановна ФИЛИППОВА – “Свобода” колхозри техник-осеменатор.

Вĕсене район администрацийĕн Хисеп грамотине парса чыс тунă.

Виççĕмĕш вырăнта:

– Лидия Ивановна ЕФИМОВА – “Аккозинский” ЯХПК-ри ĕне сăвакан;

– Александра Николаевна ЕРЕМИНА – “Коминтерн” ЯХПК-ри техник-осеменатор.

Иккĕшне те район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă.



"Пирěн пурнăç"
18 июня 2008
00:00
Поделиться