Уяв ячĕпе – юмах
Ăна ачасене спортпа туслă пулма хăнăхтарас, вĕсен художествăлла пултарулăхне аталантарас тата театрализациленĕ ĕçпе паллаштарас тĕллевпе йĕркеленĕ. Вăтам ушкăнри ачасем, çавăн пекех вĕсен ашшĕ-амăшĕсем, ытти ушкăнри пепкесем те «Асанне, асатте тата йăва» спорт юмахне пăхрĕç, унти сăнарсемпе пĕрле тĕрлĕ хусканусем пурнăçларĕç, вăйăсем вылярĕç, спорт инвентарĕсемпе паллашса пычĕç. Калас пулать, ку ĕçре педагогсене ашшĕ-амăшĕсем те пулăшрĕç, тăваттăн юмахри сăнарсем пулчĕç. Ятарлă çи-пуç тăхăннă сăнарсемпе пĕрле хутшăнма, выляма ачасене питĕ интереслĕ пулчĕ, вĕсене кашни самант кăсăклантарчĕ.
Уяв ачасен кăмăлне самаях çĕклерĕ, вĕсен тавра курăмне анлăлатрĕ. Вăл тухăçлă иртни пĕрре те иккĕлентермест.