Прививкăран пăрăнмалла мар
Чир пуçламăшĕн малтанхи тĕп палăрăмĕсем шăнса пăсăлнă чухнехи пекех. Ун чухне ÿт температури ÿсет, вăй-хал чакать, шăмă сыпписемпе мышцăсем ыратаççĕ, хăстарать, апат анаслăхĕ чакать... Хăш-пĕр çынсен сарă тĕс тапса тухать. Вируслă «В» гепатит яланах сарă тĕсленмесĕр те пулма пултарать.
Мĕнле майпа пулса пырать-ха вируслă «В» гепатитпа чирлесси; Чир юнпа куçса çÿрет. Вирус çынран çынна çапла куçать: амăшĕнчен ачисене (çуратнă чухне), ар çыхăнăвĕ вăхăтĕнче, ушкăнпа пĕр шприцпа усă курсан.
Хăрушă чиртен епле упранмалла; «В» гепатит – вăйлă ерекен чир. Чир ернĕ кашни виççĕмĕш çын хăй чирленине те пĕлмест. Сыхланмалли чи лайăх меслетсенчен пĕри вăл – прививкăна вăхăтра тутарни. Тин çуралнă ачасене прививка тумасăр хăварма юрамасть.
2008 çулта «Сывлăх» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 18-35 çулсенчи 1596 çынна «В» гепатитран пĕрремĕш хут вакцинациленĕ, иккĕмĕш – 1298, виççĕмĕш – 950. Вакцинаци мероприятийĕ малалла пырать. Кĕркунне 35-55 çулсенчисене «В» гепатитран прививка тума тытăнаççĕ.
Прививкăран пăрăнмалла мар. Сывлăхшăн хамăрăн тăрăшмалла, больницăна çÿремелле.