Çамрăксем çар вăййисене хăнăхаççĕ
Район шайĕнчи çарпа спорт вăййисене çамрăк армеецсен 10 команди хутшăнчĕ, пурĕ 100-е яхăн ача конкурссемпе вăйăсенче хăйсен пĕлĕвне, вăй-халне тĕрĕслерĕ, пултарулăхне кăтартрĕ.
Взвод командирĕсем Етĕрнепе Хĕрлĕ Чутай районĕсен комиссариачĕн II-мĕш уйрăмĕн начальникне А.Ефимова вăйăсене хутшăнма хатĕрри çинчен пĕлтернĕ хыççăн çамрăк армеецсем юрăпа çирĕппĕн те хăюллăн стройпа утса тупăшрĕç, хăйсем чăн-чăн салтак пулма хатĕррине кăтартрĕç. Практика вăййисем пынă хушăрах яшсемпе хĕрсем ăс-тăн çивĕчлĕхне тĕрĕслерĕç. Пур шкул команди те “Пĕри – пуриншĕн, пурте – пĕриншĕн” девиза пăхăнса çивĕч кĕрешрĕç: ăнăçусемшĕн савăнчĕç, йăнăшсемшĕн пăшăрханчĕç. Сăнанă май, хăш-пĕр ачасенче мĕн чухлĕ вăй-хал, хастарлăх тапса тăни палăрать.
Тĕрлĕ конкурсра вăй виçрĕç çамрăксем. Кунта автомат сÿтсе пуçтарасси, граната ывăтасси, винтовкăран тĕл пересси, противогаз тăхăнса тĕрлĕ чăрмавсем витĕр тухасси, аманнă çынна пĕрремĕш пулăшу парасси, вĕренрен тĕрлĕ тĕвĕсем тăвасси тата ытти те пулчĕ. Мĕн чухлĕ ăс-тăн, çирĕп вăй-хал кирлĕ пулчĕ çамрăксене. Чылайăшĕ конкурссене чăтăмлăн тÿссе ирттерчĕ, пултарулăхпа палăрчĕ. Унтах ячĕшĕн çеç мероприятие хутшăнакансем те пулчĕç темелле. Çакă конкурссен тапхăрĕнче уççăнах курăнчĕ. Тĕслĕхрен, çамрăксем вĕренрен кирлĕ тĕвĕсем çыхма пĕлмеççĕ, “качака” урлă сикме тата автомат сÿтсе пуçтарма та йĕркеллĕ хăнăхман. Мĕншĕн тесен вĕсене алла тытса курман тата ытти те. Çакна шкулти физкультура учителĕсемпе ОБЖ предметне ертсе пыракансем çамрăк ăрăва çарпа спорт вăййисене хăнăхтарассипе сахалрах ĕçлеççĕ тесе ăнлантармалла ĕнтĕ. Шкул сакки çинчех пулас салтаксене хатĕрленин усси пысăк паллах. Çирĕп вăй-халлă, патвар каччăсем вара çара каяссинчен те пăрăнмаççĕ, вĕсенчен шанчăклă хÿтĕлевçĕсем пулаççĕ. Çапла вара, хăш-пĕр командăсен конкурссене парăнтарасси кирлĕ шайра пулмарĕ, вĕренекенсен куçĕсенче хастарлăх курăнмарĕ. Тен, кунта мероприятие кашни çулах стадионра ирттерни те витĕм кÿчĕ пулĕ. Тепĕр çул çакна та шута илесчĕ.
“Зарница” тата “Орленок” вăййисем каçченех тăсăлчĕç. Пурте пăлханса пĕтĕмлетÿсене кĕтрĕç. Акă, “Зарница” ушкăнран пур конкурссенче палăрса пĕрремĕш вырăна Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕн команди (ертÿçи Э.В.Романов) çĕнсе илчĕ, иккĕмĕш – Хусанушкăнь шкулĕ, виççĕмĕш – Атнар.
“Орленок” командисем хушшинче малти вырăна Мăн Этмен взвочĕ тивĕçрĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Çĕн Атикассипе Атнар шкулĕсем пайларĕç.
Çĕнтерÿçĕсене Дипломсемпе премисем парса чысларĕç.
“Зарницăра” палăрнă Хĕрлĕ Чутай шкулĕн тата “Орленок” вăййисенче çĕнтернĕ Мăн Этмен шкулĕн çамрăк армеецĕсем республикăри ăмăртусенче район чысне хÿтĕлĕç.