Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Вулавăш алăкĕ яри уçă

Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеç ялĕ ешĕл вăрман варринче ларать. Йывăçсем кашлани, чĕвĕл-чĕвĕл кайăксен сасси халĕ те Любовь Андреевнан хăлхинчех-ха. Ялĕ пысăк – 800 кил ытла. Кунта Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчен куçса килнĕ чăвашсем пурăнаççĕ. Çынсем вăрман хуçалăхĕнче те, колхоз производствинче те тăрăшнă. Любан ашшĕ, Андрей Григорьевич Нянюкин, тракторпа вăрманта вăй хунă. Амăшĕ, Мария Маркеловна, уй-хирте яра куна тар юхтарнă.

Ял ачисем мĕн пĕчĕкрен ĕçе çывăх тăнă. Кĕтÿ кĕтме çÿренĕ, анкартинче çум çумланă, пахча çимĕç йăранĕсене шăварнă. Пысăкланарахпа пĕри вăрман хуçалăхне, тепри колхоза ĕçе çÿренĕ. Люба, асли пулнă май, шăллĕпе йăмăкне вĕрентсе, пулăшса пынă. Халĕ ĕнтĕ иккĕшĕ те аслă пĕлÿ илнĕ çынсем. Володя Шупашкарта пурăнать, Ирина Чĕмпĕрте тĕпленнĕ.

– Эпĕ ялти вăтам шкултан алла аттестат илсе тухсан Саранскри культурăпа çутĕç училищине вĕренме кĕтĕм, – тет Любовь Андреевна Деведерова. – Библиотекарь дипломлĕ специалиста шăпа Хĕрлĕ Чутайри Туктамăш ялне илсе çитерчĕ. Ку ĕçре 1981 çултанпа тăрăшатăп.

Çапла, 27 çул хушши халăха кĕнекепе туслашма, ăс-тăнпа тавра курăма пуянлатма хăнăхтарать вăл. Маларах районти тĕп библиотекăра тăрăшнă – библиограф, кĕнекесен пай пуçлăхĕ пулнă. Теориллĕ пĕлĕве практикăпа çыхăнтарас тĕлĕшпе малтанхи утăмсем тунă. Ĕçре аслăрах юлташĕсем пулăшнипе вулакансен йышне ÿстерессишĕн, тĕрлĕ мероприятисем ытларах ирттерессишĕн пĕлĕве те, вăй-хала та шеллемен.

Туктамăшра библиотека ĕçченĕ кирлине пĕлсенех Любовь Андреевна унта куçма килĕшнĕ. Ку 2003 çулта пулнă. Тепĕр çултан унта тĕслĕх библиотека туса хунă. Компьютер вырнаçтарнă, сканер, принтер туяннă. Çурт-йĕре йĕркене кĕртсе çĕнетнĕ, сăрласа илемлетнĕ. Пÿлĕм пыракансен кăмăлне тивĕçтертĕр тесе тăрăшнă.

– Халĕ библиотекăна ачасем, ятарлă вăтам вĕренÿ учрежденийĕсенче тата аслă шкулсенче пĕлÿ илекенсем ытларах çÿреççĕ, – калаçăва малалла тăсать Любовь Андреевна. – Вĕсем экзаменсене хатĕрленсе курс ĕçĕсем, рефератсем çыраççĕ, çавна май кирлĕ материалсем шыраççĕ: пурин ыйтăвне те туллин тивĕçтерме тăрăшатăп. Интернетпа усă курасси йăлана çирĕп кĕчĕ.

Библиотека алăкĕ кĕнеке вулама юратакансемшĕн те яри уçă. Ялта кĕнекепе туслă çынсем сахал мар. Кунпа пĕрлех çĕнĕ хаçат-журналпа паллашма та кĕрсе тухаççĕ вулавăша. Çакă Любовь Андреевнана савăнтарать, ĕçлес хастарлăхне ÿстерет.

Библиотека ялти Культура çуртĕнче вырнаçнă май, мероприятисене пĕрле ирттересси йăлана кĕнĕ. Альбина Яковлева директор Л.Деведерована кашнинчех ĕçлĕ пулăшу парать. Иртнĕ çул çĕр улми, пăтă уявĕсем ирттерни ял çыннисен асĕнчен паян та тухмасть. Кĕр сăри уявĕ тата! Культура ĕçченĕсем ĕлĕкхи йăла-йĕркене халăх хушшине анлăрах сарас, çамрăк ăрăва мăн асаттесен пурнăçĕпе лайăхрах паллаштарас тĕлĕшпе мĕн пур майсемпе усă кураççĕ.

– Пĕччен сурать, типсе пырать, халăх сурать, кÿлĕ пулать теççĕ, – сăмахлать Любовь Андреевна. – Ку чăнах та çапла. Акă, нумай пулмасть Чăваш поэчĕ Г.Юмарт çуралнăранпа 70 çул, И.Яковлев çуралнăранпа 160 çул çитнине паллă турăмăр. Çак мероприятине çамрăксем активлă хутшăнни ăна çÿллĕ шайра ирттерме май пачĕ.

Сăмах май, библиотекăра викторинăсем, конкурссем, литературăпа музыка каçĕсем тăтăшах пулаççĕ. Кĕнекесен куравĕсене те час-часах йĕркелет Любовь Андреевна.

– Уйрăм çынсен пулăшăвĕпе те усă куратăп, – пĕлтерет библиотекарь. – Татьяна Ярылкина вулавăша 50 кĕнеке ытла килсе пачĕ. Лидия Тинехпейкина, ачасем компакт-дисксем парнелерĕç. Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн администрацийĕ вара музыка центрĕ туянса пачĕ.

Библиотекăра та, килте те ĕç нумай тесе лармасть Любовь Андреевна. Вăл районти библиотека ĕçченĕсен «Çĕрпĕç» ансамблĕнче юрлать. Амăшĕ юрра-ташша ăста иккен. Ача чухнех кĕвĕ-çемĕне ун хыççăн ĕнĕрлесе пыма хăнăхнă. Çапла сас уçăлнă, пултарулăх ÿснĕ.

– Иртнĕ суйлавра мана ял çыннисем район Пухăвĕн депутачĕ пулма суйларĕç, – тет Л.Деведерова. – Çакă яваплăх туйăмне ÿстерчĕ. Обществăлла ĕçе хастар хутшăнмалла, çынсен ыйтăвĕсене туллин татса памалла. Çакăн пек шухăш-ĕмĕтпе пурăнатăп эпĕ. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров «Ялти культура учрежденийĕсене аталантармалли мерăсем çинчен» йышăннă Указпа паллашсан манăн вăй-хал палăрмаллах хутшăнчĕ. Çапла малашне те умри тĕллевсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе тăрăшсах ĕçлесчĕ-ха.



28 мая 2008
00:00
Поделиться