Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Çĕнтерÿçĕсене хавхалантарнă

Тăваттăмĕш çул ĕнтĕ Чăваш Республикинчи Федераллă налук службин Управленийĕ Чăваш Республикин Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствипе тата республикăри налук органĕсен ĕçченĕсен профсоюз комитечĕпе пĕрле республикăри шкулсенче аслă классенче вĕренекенсем хушшинче налук темипе çырнă сочиненисен йăлана кĕнĕ конкурсне ирттерет.

Палăртмалла, 2005 çулта çак конкурса пĕрремĕш хут ирттернĕ чухне унта 54 шкул ачи çеç хутшăннă, 2006 çулта – 125 вĕренекен, иртнĕ çул Управленине 180 ĕç тăратнă. Ку хутĕнче вара конкурса республикăри тĕрлĕ районсемпе хуласенчен 240 вĕренекен хутшăннă. Çакă конкурсăн сумлăхĕ ÿссе пынине çирĕплетет.

Пирĕн шкул ачисем те конкурсран аякра юлман. Акă, Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкул ачисем те ыттисемпе танах унта хастар хутшăннă. Жюри сочиненисене тĕрлĕ критерисемпе хакланă: автор налуксен пĕлтерĕшне хăй мĕнле курни, темăна уçса панин тарăнăшĕ, çĕнĕлĕх тата творчествăлла пăхни.

Иккĕмĕш çул ĕнтĕ Етĕрне хулин хăш-пĕр предметсене тарăннăн вĕрентекен 3 номерлĕ вăтам шкулăн 11 класĕнче вĕренекен Максим Алексеев конкурс çĕнтерÿçи пулса тăрать. Иртнĕ çул унăн ĕçĕ 1 вырăна тухнă, кăçал та унăн сочиненине лайăххисен йышне кĕртнĕ, вăл иккĕмĕш вырăн йышăннă. Татьяна Кириллова, Етĕрнери çак шкултах ăс пухакан, хавхалантару парнине тивĕçнĕ. Асăннă вĕренÿ учрежденийĕн историпе обществознани учителĕ В.В.Тагайкина çĕнтерÿçĕсен икĕ ĕçĕн ертÿçи пулнине палăртмалла.

Калас пулать, çĕнтерÿçĕсене майăн 14-мĕшĕнче республикăри Федераллă налук службин Управленийĕнче наградăланă. Пултаруллă ачасене Чăваш Республикин Федераллă налук службин Управленийĕн ертÿçи А. А. Дергачев тата Чăваш Республикин вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С.В. Петрова Диплом парса тата укçан хавхалантарнă. Çĕнтерÿçĕсене хатĕрленĕ учительсем те тав сăмахĕсене тивĕçнĕ. Торжествăлла пай пĕтсен конкурс çĕнтерÿçисем республикăри Федераллă налук службин Управленийĕн музейĕнче пулнă.



28 мая 2008
00:00
Поделиться