Çăмăл атлетика кăмăллакансен тупăшăвĕ
Çăмăл атлетсен чупăвне пур шкул та хутшăннине палăртмалла. Тупăшу 100 метрлă дистанцие чупассипе пуçланнă. Ку ушкăнра хĕр ачасенчен Атнарти А.Андреева çĕнтерÿ тунă, арçын ачасенчен ăнăçу Питĕркассинчи Н.Стафик енче пулнă.
200 метрлă дистанцире каллех Н.Стафик чемпион пулса тăнă, хĕр ачасенчен Хĕрлĕ Чутай шкулĕн спортсменĕ Л.Башкирова палăрнă.
400 метра парăнтарса малти вырăна каллех Атнарти А.Андреева çĕнсе илнĕ, арçын ачасенчен хастартараххи Çĕн Атикассинчи А.Нестеров пулнă. Çак дистанцире Хĕрлĕ Чутай шкулĕн пуçламăш класĕнче вĕренекенсем те – М.Филипповапа Д.Захаров (тренерĕ Л.Михуткина) палăрнă.
800 метра чупассипе Хĕрлĕ Чутай шкулĕн атлечĕсене А.Патьяновапа Э.Дадюкова çитекенни пулман. Вĕсем – чемпионсем.
1500 метрлă дистанцире вара Çĕн Атикасси шкулĕн спортсменĕсем – О.Ивановапа А.Ионов çĕнтернĕ.
3000 метра парăнтарассишĕн пынă кĕрешÿре Мăн Этменти В.Меркиташкинапа Çĕн Атикассинчи Е.Сидоров чи малтисем пулнă.
Унтан спорт шкулĕн тренерĕн Р.Никитинан вĕренекенĕсем Тĕнче кубокне халалласа хăвăрт утас енĕпе тупăшнă. 800 метр тăршшĕ хăвăрт утса Хĕрлĕ Чутай шкулĕн спортсменĕ Н.Шорникова чемпион ятне тивĕçнĕ.
Шкул командисем тĕрлĕ эстафетăсене хутшăннă. Ку енĕпе Хĕрлĕ Чутай шкулĕн атлечĕсене çитекенни пулман.
Спортсменсем тăршшĕне сикессипе те ăмăртнă. Хĕрсенчен Шулюри Н.Рябикова пуринчен те инçерех сикнĕ, арçын ачасен ушкăнĕнче чи вăйли Мăн Этменти В.Сигаев пулнă.
Йĕтре тĕртессипе Питĕркассинчи Е.Филипповапа Хĕрлĕ Чутайри С.Капитонов палăрнă.
Командăсем тăрăх илсен, пĕрремĕш вырăна Хĕрлĕ Чутай шкулĕн спортсменĕсем çĕнсе илнĕ, иккĕмĕш вырăнта – Мăн Этмен шкулĕ, виççĕмĕш – Çĕн Атикасси.
Çăмăл атлетикăра çĕнтерÿпе палăрнисене райпо председателĕ А.Степанов пылак парнесемпе чысланă тата районти чи вăйлă спортсменсене – Е.Сидорова (Çĕн Атикасси шкулĕ), М.Петровапа М.Пандакована (Олимп резервĕсен шкулĕнче ăсталăхне ÿстереççĕ) укçан преми парса хавхалантарнă.