Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ватăсене савăнтарнă

Атнарти Ваттисен çуртĕнче кинемейсемпе мучисем пурĕ 10-ăн хÿтлĕх тупнă. Кунти ĕçченсем ватăсене канлĕ те хăтлă пултăр тесе сахал мар тăрăшаççĕ, вĕсем çывăх тăванĕсемпе курман çемье ăшшине кунта туйса пурăнччăр тесе тимлеççĕ.

Кинемейсемпе мучисене хисеплесе шкул ачисем Ваттисен çуртне тăтăшах килсе тăраççĕ. Хĕр ачасемпе арçын ачасем час-часах килсе çÿрени ватăсене савăнтарать. Акă, апрелĕн 18-мĕшĕнче Атнарти вăтам шкулта 6-мĕш класра вĕренекен ачасем Г.А. Спиридонова класс ертÿçи ертсе пынипе кăçал Ырă ĕçсен çулталăкĕ пулнине тĕпе хурса кунти ватăсене концертпа савăнтарма килнĕ. Кинемейсемпе мучисем куншăн чунтанах хĕпĕртенĕ. Кунсăр пуçне ачасем хăйсен аллипе ăсталанă япаласем те парнелесе хăварнă. Акă, Саша Жиганов йĕтĕр, Саша Майоров ывăс, Аня Иванова ÿкерчĕк хатĕрленĕ. Калас пулать, шăпах çак класс ачисем çывăх вăхăтра Ваттисен çурчĕн çĕр лаптăкне касса пама шантарнă. Кунта пурĕ 3 сотăй ытла касмалли çĕр пуррине палăртмалла, унта çулсерен тĕрлĕ пахча çимĕç ÿстереççĕ.

Атнарти ача садне çÿрекен шăпăрлансем апрелĕн 23-мĕшĕнче кунти ватăсене ташласа-юрласа панă, вĕсен кăмăлне çĕкленĕ. Атнарти культура çурчĕн ĕçченĕсем те вĕсене нумаях пулмасть савăк юрăсем парнеленĕ.

Çакна палăртмасăр хăварма çук. Апрелĕн 23-мĕшĕнче Атнарти Ваттисен çуртне Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Н.В.Малов килсе кайнă, вăл ванна парнелесе хăварнă. Сăмах май, депутат нумаях пулмасть иртнĕ Информаци кунĕнче Атнар ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе А.Н. Кузнецовпа кунта пулса курнă, лару-тăрупа паллашнă, кăçал юсав ĕçĕсене пурнăçланипе пÿлĕмсенче хăтлă та илемлĕ пулнипе кăмăллă юлнă. Шăпах çавăн чухне ĕнтĕ Николай Владимирович Ваттисен çуртĕнче хÿтлĕх тупнисене парне тума шантарнă. Вăл хăйĕн сăмахне ĕçпе çирĕплетнĕ.

Ырă ĕçсен çулталăкĕ пулнă май, ырă ĕçсем тăвакан çынсем татах та нумай пуласса питĕ шанас килет. «Ырă туни ырăпах таврăнать», – тенине манас марччĕ, пĕр-пĕрне ырă туса савăнтарасчĕ.



26 апреля 2008
00:00
Поделиться