Педагогика ĕçĕн ветеранĕ
Манăн паянхи сăмахăм Китовсен кĕçĕн хĕрĕ Роза çинчен. Вăл Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренсе филолог специальноçне алла илнĕ. Мурманск облаçĕнчи Ревда хулинче 20 çул пурăннă. Çамрăк ăрăва çирĕп те тарăн пĕлÿ парас тĕлĕшпе вăй-халне шеллемен. Пиллĕккĕмĕшĕнчен пуçласа вуннăмĕш класс таран ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.
– Вăл вăхăтра шкула ачасем йышлă çÿретчĕç, – аса илет иртнине педагогика ĕçĕн ветеранĕ. – Вĕсен вĕренес кăмăлĕ те пысăкчĕ. Аслă шкулсене кĕрекенсем те йышлăччĕ. Кĕскен каласан, чуна парса ĕçлес килетчĕ.
Роза Семеновна спорта хытă юратнă. Йĕлтĕрпе чупас енĕпе сахал мар çитĕнÿсем тунă. Çур çĕр уявне кашнинчех хутшăннă. Малти вырăнсене те пĕрре кăна çĕнсе илмен. Çакна та каласа хăвармалла пулĕ. Вăл Ревда хулинче пурăннă чухне больницăра выртакансене те физкультурăпа сипленĕ. Çапах та хуйхи-суйхине те тÿсме тÿр килнĕ ăна. Унăн 13 çулхи хĕрĕ, Тамара, пÿре чирĕпе аптраса вилнĕ.
– Эпĕ 10 çул каялла Мурманск тăрăхĕнчен тăван ене куçса килтĕм, – каласа парать Роза Семеновна. – Шупашкарта хваттер туянтăм. Халĕ те унтах пурăнатăп. Сăмах май, хампа пĕрле йĕлтĕр те илсе килнĕччĕ. Унпа икĕ çул усă курнă хыççăн кÿршĕ ачине парнелерĕм.
Китовсен йăхĕ пултаруллă, нумай вĕреннĕ çынсемпе пуян. Тĕслĕхрен, Хветуçăн хĕрĕ, Марина, ăслăлăх докторĕ, академик. Унăн ывăлĕ Станислав Англире 8 çул пурăнать ĕнтĕ. Унти университетран вĕренсе тухнă хыççăн халĕ докторантурăра пĕлÿ илет. Шахмат вăййине питĕ юратать. Вăл çак енĕпе Мускав облаçĕн чемпионĕ те пулнăччĕ. Риммăн ывăлĕ, Сергей, Шупашкарти пĕр фирмăн директорĕ. Çамрăк ăру çапла тăнлă-пуçлă ÿссе аталаннăшăн чун савăнать.
Роза Семеновна чĕлхе ăсти пулнă май сăвăсем нумай çырнă. Вĕсене вăл тĕрлĕ изданисенче пичетлемен-ха. «Сăвăра эпĕ чун канăçлăхне тупатăп. Вăл мана пурăнма вăй-хал парать», – тет Р.Китова.
Хĕрлĕ Чутай хĕрĕ халĕ 75 çулта ĕнтĕ. Анчах та ăна çичĕ теçетке урлă каçнă çын тееймĕн. Вăл вăр-варлăхĕпе палăрса тăрать. Ĕмĕрĕ тăршшĕпех физкультурăпа тата спортпа туслă пулни унăн сывлăхне çирĕплетме пулăшнă.