«Куккук чĕпписем» ма ют йăвара-ши
Анчах ашшĕ-амăшĕ пур çĕртех «тăлăх» ÿсекен ачасем чылай пулни шухăша ярать. «Куккук амăшĕсем» чун тĕпренчĕкĕсене кун çути параççĕ те хыççăн вĕсене воспитани парассипе ĕçлемеççĕ. Çул çитменнисемпе ĕçлекен специалистсем каланă тăрăх, йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ çемьесенчи ачасем йĕркене ытларах пăсни палăрать. Паллă ĕнтĕ, выçăпа нушаланакан, çи-пуç енчен япăх тумланакан ачан та ытти çемьесенчи ывăл-хĕрсем пек тулли пурнăçпа киленсе пурăнас килет. Хăйсен тивĕçĕсене пурнăçлайманнисене ашшĕ-амăшĕн прависĕр хăвараççех. Тепĕр чухне çапла тумасăр май та çук.
Районти опекăпа попечительство органĕн специалисчĕ А.Дадюкова пĕлтернĕ тăрăх, юлашки çулсенче пурĕ 130 “тăлăх” ачана çемьесене вырнаçтарнă. Вăл шутран 53 ачана çемьесем усрава илнĕ, 77-шĕ тăванĕсем патĕнче хÿтлĕх тупнă. Çав йышра сĕм тăлăха юлнă 22 ача пур.
Ачасене çирĕп пĕлÿ тата тивĕçлĕ воспитани парас ĕçре тимлекен педагогсем йывăр шăпаллă ачасене хĕрхенсе çемьесене илнĕ тĕслĕхсем чылай. Паянхи куна учительсен 12 çемйинче 19 ача çемье ăшшине туйса пурăнаççĕ, шкула йĕркеллĕ çÿреççĕ, хăйсене тутă та телейлĕ туяççĕ.
Кăçалхи пĕрремĕш кварталта 11 ачана опекăна илнĕ, пĕрне çемьене вырнаçтарнă. Çак хушăра Анат Çĕрпÿкасси, Туктамăш ялĕсенче, Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнакансене хăйсен ачисене воспитани парассипе ĕçлеменшĕн, ĕçке ернĕшĕн ашшĕ-амăшĕн прависĕр хăварнă. Асăннă 3 çемьери 4 ачана урăх çемьесене усрава панă.
Сăмах май, ашшĕ-амăшĕн прависĕр хăварнисен йышĕ çултан-çул ÿссех пырать. 2006 çулта çакăн пек ашшĕ-амăшĕсем 22 пулнă, 2007 çулта – 32. Çак çемьесенчи 40 ача «тăлăха» юлнă. Хăрушă цифрăсем. Ĕçкĕç ашшĕ-амăшĕсем пирки çирĕп йышăну тумаллах. Акă, Атнар ял тăрăхĕнчи А. Жигулева гражданка чун тĕпренчĕкĕсем çинчен вуçех маннă темелле. Ачисене пăхманшăн ăна амăшĕн прависĕр хăварас ыйту тухса тăнă. Çавăн пек лару-тăрăва Тури Çĕрпÿкассинчи 3 çемье кĕрсе ÿкнĕ. Э.Ксенофонтована, 3 ача амăшне, ĕçкĕпе иртĕхсе ачисене тивĕçлĕ воспитани пама тăрăшманшăн районти прокуратурăна та калаçма чĕннĕ.
Ĕçкĕç ашшĕ-амăшĕсем пирки чылай çырма пулать. Эрех черкки хăйĕннех тăвать. Ачана кун çути парнелесен ăна тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларасси – ашшĕ-амăшĕн тĕп тивĕçĕ. Пирĕн ачасем «куккук чĕпписем» ан пулччăр.