Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ырăлăх эрнине хутшăнса

Апрелĕн 22-мĕшĕнче “Пилеш” ача садĕнче çурхи ырăлăх эрнине хутшăнса ачасен пур ушкăнĕсенче те “Ырă çын ырра вĕрентет” ятпа калаçусем ирттернĕ.

Акă, Н.Печникова психолог В.А.Осеевăн “Просто старушка” произведенине пăхса тухнă. Калаçу вăхăтĕнче ачасем ырăлăх çинчен калакан ваттисен сăмахĕсемпе тата сăвăсемпе паллашнă, “Пĕр-пĕрне ăшă сăмах кала” вăййа хутшăннă. Заняти вĕçĕнче ачасем “Если добрый ты” юрра шăрантарнă.

Н.Ладайкина воспитатель А.Барто çырнă “Вовка добрая душа” произведенипе паллаштарнă. Калаçăва 19 ача хутшăнса çак хайлава тĕплĕн тишкернĕ.

Çавăн пекех Т.Кондратьева, Л.Макарова, В.Вазикова тата Н.Галичанова воспитательсем ырăлăх темипе калаçусем ирттернĕ. Вăйăсенче çамрăк ăру активлăх кăтартнă, çут çанталăка, ĕçе, чĕрчунсене юратма хăнăхнă.



26 апреля 2008
00:00
Поделиться