Акцие хастар хутшăннă
Унта районти пур вĕрентÿ учрежденийĕ те активлă хутшăнчĕ. Районта ку енĕпе пурĕ 70 ытла мероприяти йĕркеленĕ, вĕсенче 406 çын хутшăннă, 1823 çынна ырă ĕçпе савăнтарнă.
Акă, Мăн Этмен шкулĕн 9 А класс ачисем «Пулăшу аллине тăсар!» проектпа ватă çынсене кил таврашĕнче пулăшнă: шыв ăсса кĕртнĕ, çуртра тирпейленĕ, апат хатĕрленĕ, выльăхсене пăхса панă. Тралькасси ял тăрăхĕн территорийĕнчи шефа илнĕ ĕçпе вăрçă ветеранĕсене Тралькассинчи тĕп шкулта вĕренекенсем пулăшнă. Çавăн пекех «Çар мухтавĕн палăкĕсене тирпейлесси» проекта хутшăнса асăннă шкулăн ачисем палăк территорине тасатнă, çар çыннисене асăнса пурĕ 406 çамрăк йывăç лартнă.
Атнар шкулĕнче вĕренекенсем вара çак кун Березовкăри палăкăн территорине тирпейленĕ. Çак шкултах вĕренекен Ю.Кротов хăй тупнă сотовăй телефона хуçине каялла тавăрса панă.
«Хамăр ирĕкпе – пĕчĕккисем валли» проекта хутшăнакансем чылай пулнине палăртмалла. Пур шкулта та тенĕ пекех аслă классенче ăс пухакансем пĕчĕккисене валли теттесем, кĕнекесем пухнă. «Пилеш» ача сачĕн коллективĕ вара хăйсен укçипе Çĕмĕрлери «Чăрăш» ача çурчĕ валли ача-пăча кĕнекисемпе канцтаварсем туяннă. Штанашри тĕп шкулта вĕренекенсем Вырăсушкăнь ялĕнче пурăнакан, нумаях пулмасть пушара пула шар курнă Шестопаловсемпе Кондаковсен çемйисене пулăшнă, тумтирпе савăт-сапа пухса панă.