Çурт лартма субсиди
Хальхи вăхăтра патшалăхăн “Раççей гражданĕсене туянма май пур тата хăтлă çурт-йĕр” наци проектне пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе кил-çуртлă пулма субсиди параççĕ.
Кăçалхи I кварталта 3 çемьене пÿрт лартма 2007 çулта усă курмасăр юлнă укçаран 618, 1 пин тенкĕ парса пулăшнă. “Çурт-йĕр” программăн “Кивĕ çурт” çумпрограммипе район центрĕнче 18 хваттерлĕ çурт çĕкленĕ. Унта çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас текенсем пурăнма куçĕç.
Пĕтĕмĕшле илсен, районта çурт-йĕр ыйтăвĕ майĕпен пурнăçланса пырать.