Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

ÇАНĂ ТАВĂРСА ĔÇЛЕСЕН ŸСĔМ ПУЛАТЕХ ÇАКНА ТĔПЕ ХУРСА ТĂРĂШАÇÇĔ ХĔРЛĔ ЧУТ

КИРЕК мĕнле хуçалăхăн малашлăхĕ те, экономикăри тĕреклĕхĕ те ăслă-тăнлă, мал курăмлă ертÿçĕрен килет. Кун пирки пĕрре кăна мар каланă, çырнă. Калăпăр, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи “Нива” панкрута тухас патнех çитнĕччĕ. Ял халăхĕ вăхăтра “вăранчĕ”, хуçалăх тилхепине Владимир Иванович Мурайкина тыттарчĕ. Ял-йыш шанăçне çамрăк ертÿçĕ çĕре ÿкермерĕ, халăхпа пĕр турта хушшине тăрса лава тăвалла сулмаклăн туртса кайрĕ. Халĕ ĕнтĕ малтанхи йывăрлăхсем хыçра - “Нива” ЯХПК районти чи лайăх хуçалăхсен йышĕнче. Тĕрĕсрех, “Коминтерн” хыççăн çирĕппĕн утать.

Владимир Иванович питĕ сăпайлă, мухтанине килĕштермен çын. “Пирĕн çитĕнÿсем пĕтĕмпех халăх тăрăшуллă пулнипе туптаннă, туптанаççĕ те”, - тет вăл.

Эпир пынă кун директор вырăнта пулаймарĕ. “Тĕрлĕ ыйту татса пама Шупашкара ирех тухса кайрĕ”, - терĕ унăн шанчăклă çумĕ Алексей Иванович Шипеев.

- Паян ĕнсе хыçма та вăхăт çук. Лайăх çанталăкпа тухăçлă усă курса юлас тетпĕр, - тет Алексей Иванович. - Пĕлтĕр вĕт мĕнле нушалантăмăр. Çумăр çусах тăнине пула ака вăраха тăсăлса кайрĕ. Кăçал вунă кунра çĕрсене шуратса хăварасшăн.

- Ĕç калăпăшĕ пысăк-и?

- Çĕр ĕçĕсене 304 гектар çинче тумалла. Вăрлăх çитет, техника юсавлă. Çунтармалли-сĕрмелли материалсене те кирлĕ чухлĕ янтăланă.

- “Техника кивелсе çитнĕ”, - тенĕччĕ пĕлтĕр Владимир Иванович. Çĕнетме май килчĕ-и?

- Самаях çĕнетрĕмĕр. Кăçал та ку ĕçе манмастпăр, “АПК аталанăвĕ” наци проекчĕпе çăмăллăх кредит илсе хăватлă тĕрлĕ техника туянма планланă.

- Вĕсемпе ĕçлеме кадрсем çитĕç-и? Мĕншĕн тесен ялсенче çамрăк юлманни, тĕрлĕ çĕре укçа ĕçлесе илме кайни никамшăн та вăрттăнлăх мар ĕнтĕ.

- Механизаторсем çитеççĕ, пĕлĕвĕ анлă. Сăмахран, Михаил Зайцев, Евгений Данилов, Алексей Воронов хăйсен ĕçне тĕплĕ те вăхăтра пурнăçлаççĕ. Ыттисем те вĕсенчен юлмаççĕ.

- Наци проекчĕ кÿрекен çăмăллăхпа тата мĕн-мĕн тума май килчĕ?

- Фермăра ют çĕршывăн хăватлă техникине туянса вырнаçтартăмăр. Çавна пула сĕт пахалăхне чи пысăк шая çитертĕмĕр. Шел, пирĕнтен килмен сăлтавсене пула унăн хакĕ самаях чакрĕ.

- Пăшăрхантаракан кун пек пулăмсем татах та пур-тăр-ха?

- Пур. Тупса парсах тăраççĕ. Акă, сăмахран, çуркунне мĕнле çитет - топливо хакланса каять. Вырма умĕн каллех хăпартаççĕ. Техника хакланать тата ах тур-тур - ниепле хăваласа çитме çук. Мĕнле аталанмалла каплах пулсан? Тепĕр япала, кăна калассăмах килет, хресчен чунне пăвăртса кăларать. Сăмахăм пай çĕрĕн свидетельстви пирки. Ăна регистраци палати урлă тумалла тесе çынран 500 тенкĕ ыйтаççĕ. Ял халăхĕ ахаль те укçа-тенкĕсĕр нушаланать... Патшалăх çакна нивушлĕ хăй çине илме пултараймастчĕ? Тĕлĕнмелле ĕнтĕ, тĕлĕнме пăрахаймастпăр кутăнла ĕç-пуçран. Çапах та пуçа усасшăн мар-ха, шав малалла туртăнасшăн. Пĕлетпĕр вĕт, хамăр çанă тавăрмасан нимĕн те пулмасть, урлă выртакан пĕр япала та тăрăхăн çаврăнмасть



"Хыпар"
24 апреля 2008
00:00
Поделиться