Кашни талантăн хăйĕн çулĕ
Фестивале çамрăк талантсене тупса палăртса вĕсене малалла аталанма майсем туса парас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Чутай ен вара талантсемпе чăннипех мухтанма пултарать. Вĕсен юрă-ташă ăсталăхĕ иксĕлми.
13-14 çулсенчи талантсем хушшинче юрă юрлассипе Мăн Этмен шкулĕнче вĕренекен Надежда Аксакова чи ăсти пулчĕ. Çамрăк юрăç «Хурăн çырли» тата “Мамина песенка” юрăсемпе пурне те тыткăнларĕ. Вăл ку ушкăнри çамрăк талантсем хушшинче лауреат ятне çĕнсе илчĕ.
Хĕр ача Мăн Этмен шкулĕнче 7 класра вĕренет. Надьăн юрă юрлас ăсталăхĕ иксĕлми. Вăл кăçал Элĕк районĕнче иртнĕ “Янăравлă саслă ачалăх” зонăри конкурсра палăрса Республика кунĕнче иртекен финалти концерта хутшăнать.
Çамрăк таланта малашне те сцена çинче ăнăçу сунатпăр.