Пурлăх бази пуянланать
Районти культурăпа кану центрĕ пурлăхпа техника базине çÿллен пуянлатса пырать. Акă, иртнĕ çул 63 653 тенкĕлĕх 3 компьютер, пултарулăх коллективĕн членĕсем валли 37000 тенкĕлĕх тум, 47 864 тенкĕлĕх сĕтел-пукан туяннă. Çавăн пекех кану центрĕнчи пÿлĕмсене юсаса йĕркене кĕртнĕ. Ку енĕпе 605 000 тенкĕ тăкакланă.
Пĕлтĕр çурт-йĕре те юсанă. Çак ĕçре 156 000 тенкĕпе усă курнă.