Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Кинемей патĕнче хăнара

Мăн Этменти вăтам шкулта ырă ĕçсем тăвасси тата пулăшу кÿресси йăлана кĕрсе пырать ĕнтĕ. Акă, Ырă ĕçсен çулталăкне тĕпе хурса январĕн 20-мĕшĕнче пĕрремĕш класра вĕренекенсем Г.Г.Кукушкина класс ертÿçипе пĕрле нумаях пулмасть 80 çул тултарнă Анна Егоровна Ярабаева кинемей патĕнче пулчĕç. Хисеплĕ ватăна ачасем пÿрт-çуртра тирпейлесе пачĕç, кил хушшинчи юра хырса тасатрĕç.

Анна Егоровнана хĕр ачасемпе арçын ачасем юбилей ячĕпе саламларĕç, пурнăçра çирĕп сывлăх сунчĕç. Юбиляра чыслама ачасем тутлă кукăль те пĕçернĕ, сăвăсемпе юрăсем тата ташăсем хатĕрленĕ. Кинемее хитре тутăр çыхса ярса та савăнтарчĕç вĕсем.

Çак савăнăçлă тĕл пулура Мăн Этмен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Ф.Кошелев та пулчĕ, кинемее юбилей ячĕпе саламларĕ. Хăнасем Анна Егоровнана хăйсен ырă ĕçĕсем çинчен каласа пачĕç, вăл вара хăйĕн пурнăçĕпе паллаштарчĕ. А.Е.Ярабаева Мăн Этмен ялĕнче 1928 çулта çуралнă. Çамрăклах ашшĕ-амăшĕсĕр юлнăскерне пурнăçра çăмăл пулман, паллах. Шкул хыççăн Етĕрнери учительсем хатĕрлекен училищĕне вĕренме кĕнĕ пулин те, унта пĕлÿ илме пÿрмен ăна. Вăрçă тухнă, чирлĕ амăшне пăхма яла таврăнма тивнĕ. Каярахпа шăллĕ те вилсе çухалнă. Йывăр ĕçсем çамрăк хĕр çине тиеннĕ. Тен, пурнăç çулĕ питĕ йывăр та тумхахлă пулнăран Анна Егоровнан пĕчченех ĕмĕр ирттерме тивнĕ. Хăйĕн пурнăçĕнче вăл çĕнĕ çурт çĕклеме те вăй-хал çитернĕ. Ĕмĕрĕ тăршшĕпех тăван колхозра ĕçленĕ, çав хушăрах 20 çул хушши почтальон тивĕçĕсене те пурнăçланă.

Тĕл пулу пĕр-пĕрне ăшă сăмахсем каланипе вĕçленчĕ. Хăнасене ăсатнă май кинемей ачасене канфетпа тата мăйăрпа сăйларĕ.



30 января 2008
00:00
Поделиться