Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Кайăксене пулăшар

Пантьăкри пуçламăш шкулта вĕренекенсем «Кайăксене пулăшар» уйăхлăха хутшăнаççĕ. Кашни ача килте те, шкулта та сырăшсем туса çакрĕ. Шкулта апатланнă хыççăн юлнă апатсене эпир кайăксем валли кашни хăйĕн сырăшĕ çине тухса хуратпăр. Сырăшсем çине салакайăксем, кăсăясем, хутран-ситрен чанасемпе чакаксем вĕçсе лараççĕ. Вĕсем пуçĕсене йăтмасăр апата сăхаççĕ. Эпир кайăксем апатланнине чылайччен сăнатпăр. Çисе тăрансан, вĕсем пирĕн çине пăхса, чĕвĕлтетсе: «Тавах, ачасем, пире манманшăн», – тесе каланăн туйăнать.



30 января 2008
00:00
Поделиться