Йĕркене пăсакансене çирĕп айăплаççĕ
Çемьере “çил-тăвăл” çĕкленнĕ
Милицирен пĕлтернĕ тăрăх, арăмĕпе упăшки, ашшĕпе амăшĕ тата ачисем хушшинчи хирĕçÿсем чылай пулни курăнать. Акă, Хĕрлĕ Чутай салинчи ниçта та ĕçлемен çамрăк арçын ашшĕпе амăшне “ташлаттарса” пурăнать. Январĕн 10-мĕшĕнче çемьере каллех хирĕçÿ пуçланнă, аслисем, ывăлĕн йĕркесĕрлĕхне чăтаймасăр, милицие пĕлтернĕ, “паттăра” административлă майпа явап тыттарнă.
Январĕн 12-мĕшĕнче Туканашри пĕр арçын арăмне хĕнесе пĕтернине регистрациленĕ. Юсанас темен-ха вăл. Темиçе кун иртсен, хайхи “боевик” ялти тепĕр хĕрарăма чышкăпа “ăса вĕрентнĕ”.
Январĕн 13-мĕшĕнче Тури Çĕрпÿкасси ялĕнче пĕр ушкăн арçын çапăçу пуçарса янă. Уголовнăй ĕç пуçарнă.
Трапай ялĕнче хĕрарăмсем пĕр-пĕринпе тем пайланă. Вĕсен хирĕçĕвне саккун йĕркипе татса панă.
Январĕн 19-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутайри Завод урамĕнчи аслă çулсенчи арçын арăмĕ çине алă çĕкленĕ, хĕрарăм тÿрех кирлĕ çĕре пĕлтернĕ. Çемье пуçлăхне административлă майпа явап тыттарнă.
Çакăн пек тĕслĕх январĕн 22-мĕшĕнче Карăкçырми ялĕнче пулнă – кĕрÿшĕ хунямăшĕпе хирĕçнĕ, унтан ватă çынна килтен хăваласа кăларса янă. Административлă правăна пăсакана штрафланă.
Ваттисен çурчĕсенче пурăнакансем те йĕркене пăсаççĕ. Мĕншĕн тетĕр-и; Пĕтĕмпех эрехе пула. Январĕн 25-мĕшĕнче Березовкăри ватă арçын кунти заведующипе хирĕçсе кайнă. Обществăлла вырăнта йĕркене пăснăшăн ăна явап тыттарнă.
Ют пурлăх ма илĕртет-ши;
Мучикассинчи çыхăну уйрăмĕнчи пĕр почтальон пенсионерсене укçа парса çитерейменни, хăй кĕсйине чикни пирки пĕрре çырнăччĕ. Январĕн 20-мĕшĕнче почтальон каллех укçа йăкăртнă тĕслĕхе тупса палăртнă. Ку хутĕнче вăл пĕрне 1495 тенкĕ таран, виççĕшне 575 тенкĕшер улталанă. Çын укçине юратакан пирки уголовнăй ĕç пуçарнă.
Утаркассинчи пĕр çын, килте ĕçме-çимелли пĕтнĕрен-ши, теприсен килне кĕрсе 2 кĕленче ÿсен-тăран çăвĕ, 6 килограмм сахăр песукĕ хĕстерсе тухнă. Преступленилле ĕçшĕн вăрăна суд тенкелĕ кĕтет.
Çĕнĕ çул умĕн пулнă ку ĕç. Анчах преступление уявсем хыççăн çеç асăрханă – Атнар лесничествин кордонĕнчи çутă юписем çинчи алюмини пралукĕсене, пурĕ 400 метр таран, сÿтсе илнĕ. Тĕрлĕ тĕслĕ металпа интересленекене тупса палăртнă, уголовнăй ĕç пуçарнă