Деклараци памалли тапхăр
Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнче 2007 çулта тупăш мĕн чухлĕ илнине кăтартса деклараци памалли тапхăр пуçланчĕ. Налук Кодексĕн 227 тата 228 статйисемпе килĕшÿллĕн предпринимательсен, хăй тĕллĕн ĕçлекенсен, нотариуссен, адвокатсен, репетиторсен, пурлăх сутнă, Раççей Федерацийĕн тулашĕнче тупăш илнĕ граждансен тата ыттисен те налук инспекцине деклараци тăратмалла. Çак ĕçе кăçалхи апрелĕн 30-мĕшĕччен вĕçлемелле. Кунтах çакна та палăртса хăвармалла. Декларацие налук тÿлекен хăй кăна мар, унăн саккунлă представителĕ те пама пултарать. Анчах унăн доверенноç пулмалла. Пĕр декларацирех темиçе тĕслĕ налука кăтартма та ирĕк пур.
Деклараци тăратас тапхăр пĕрремĕш çул кăна пымасть. Пурте аван пĕлеççĕ – вĕсен хăйсен тупăшĕсене апрелĕн 30-мĕшĕччен кăтартмалла. Апла пулин те граждансем юлашки кун вăрăм черете тăраççĕ. Çакна шута илмелле, налук тÿлекенсен кирлĕ документсене пухмалла та декларацие маларах пама тăрăшмалла.
Налук декларацине хут çине çырса та, электронлă майпа та тăратма пулать. Электронлă деклараци пуриншĕн те усăллă. Бланксене çырса тултарма вăхăт нумай кирли каламасăрах паллă. Налук Кодексне улшăнусем кĕртнĕ май, кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 100 çын ытла ĕçлекен коллектив пулсан, налук органне деклараципе аванс тÿлевĕн расчечĕсене электронлă майпа тăратмалла. Паян налукпа бухгалтери отчетне çыхăну каналĕсемпе ăсатни вырăнлă. Шифрланă файлсене налук тÿлекен тата налук органĕсем кăна пĕлеççĕ. Отчета инспекцие килмесĕрех, офисран тÿрех ярса памалла.
Налук инспекцийĕ деклараци памалли тапхăрта хăйĕн кун йĕркине тăсать. Ĕç кунĕнче унта граждансене 7 сехет те 30 минутран пуçласа 18 сехетчен, канмалли тата уяв кунĕсенче 8 сехетрен пуçласа 17 сехетчен йышăнаççĕ. Çавăн пекех инспекцире телефонăн “хĕрÿ линийĕ” ĕçлет, унпа усă курса эсир хăвăра интереслентерекен ыйту хуравне пĕлме пултаратăр. “Хĕрÿ лини” телефонĕн номерĕ: 8 835 472 30 62. 8 835 512 16 00 телефонпа та ыйтăвăрсене хуравлĕç.