Çĕн хуçалăх – «Телей»
Малтан «Асамат» тулли мар яваплă обществăна кĕнĕ «Питеркинский» хуçалăх панкрута тухнă май ун вырăнне «Телей» хуçалăх йĕркеленĕ. Чăн та, пур документсене те хатĕрлесе çитереймен-ха. Унăн директорĕ В.В.Храмов пĕлтернĕ тăрăх, çĕнĕ коллектив ĕçе пуçăннă теме пулать.
Акă, Анат Чутай фермине Мускав облаçĕнчен 102 пуç ăратлă пăрусем кÿрсе килнĕ. Çавăн пекех Хурапырта 185 сурăх тытаççĕ. Вĕсем – «Романовская» ăратлисем. Çулталăкра икĕ-виçĕ хутчен путексем туса параççĕ.
Фермăсен ĕçне йĕркелесе яни çынсене ĕçпе тивĕçтерме май парать. Çавăн пекех малашне выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем ытларах туса илме пулăшĕ.