«Снегоход» операци пуçланать
Январĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 15-мĕшĕччен район территорийĕнче «Снегоход» операци иртет. Çак профилактика мероприятине техника çул-йĕр хăрушсăрлăх йĕркисене пăсасран тата çул айккинче çÿрекен мотоçунашкасемпе снегоходсем çын пурнăçĕшĕн сиенлĕх кăларса тăратасран, тăван тавралăха вараласран йĕркелеççĕ. Сăмах май, районĕпе паянхи кун тĕлне виçĕ снегоход шутланать.
Операци тапхăрĕнче патшалăх техника асăрхавĕн районти инспекцийĕпе ГИБДД ĕçченĕсем снегоходсем тытакан предприятисемпе тата вĕсем ытларах пухăнакан вырăнсенче пулса техника лару-тăрăвне, хăрушсăрлăх правилисене епле пăхăннине тĕрĕслеççĕ.
Тĕрĕслев вăхăтĕнче уйрăмах машинăсен, техникăн регистрацийĕн даннăйĕсене, нормативпа техника докуменчĕсене пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кивелнĕ, çул çине тухма юрăхсăр снегоходсене регистрацинчен кăларса металлолома ăсатмалла. Йĕркене пăсакансене саккунпа килĕшÿллĕн тивĕçлĕ мерăсем йышăнса явап тыттараççĕ.
"Пирěн пурнăç"