Новость без заголовка
Йĕлтĕрпе чупасси – чи илемлĕ, кăмăла çĕклекен спорт енĕ. Шкул ачисем эстафетăна тухса 1500 метра чупассипе ăмăртрĕç.
Чи малтан кĕçĕн ушкăнрисем старт илчĕç. 1996 çулхисем е татах та çамрăкраххисем эстафетăна чылаййăн хутшăнчĕç. Кĕрешÿ çивĕч иртрĕ. Çĕн Атикасси шкулĕнче вĕренекенсем (тренерĕ С.Н.Петрейкина) хăвăртлăха вĕçне çитичченех çухатмарĕç, пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕç, иккĕмĕш – Хĕрлĕ Чутай шкулĕн спортсменĕсем, виççĕмĕш – Штанаш шкулĕ.
1994-1995 çулхисен тупăшăвĕнче пултарулăхпа Питĕркасси шкулĕн йĕлтĕрçисем палăрчĕç. Иккĕмĕш вырăнта – Çĕн Атикасси шкулĕ (тренерĕ В.Ф.Элеменкин) виççĕмĕш – Штанаш.
1992-1993 çулхисем хушшинчи кĕрешÿре Çĕн Атикасси шкулĕнче вĕренекенсем çĕнтерчĕç, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Питĕркассипе Штанаш шкулĕнчи спортсменсем пайларĕç.
Аслă классенче вĕренекенсем малти вырăна тухассишĕн çивĕч кĕрешрĕç. Ку тупăшура хĕрлĕчутайсем малти вырăна çирĕп тытса пычĕç, пурне те хыçа хăварса çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Иккĕмĕш вырăна каллех хĕрлĕчутайсен тепĕр ушкăнĕ çĕнсе илчĕ, виççĕмĕш – çĕнатикассисем.
Малти вырăна тухнă командăсене Хисеп грамотисемпе тата пылак парнесемпе хавхалантарчĕç.
Шел те, йĕлтĕр эстафетине чылай шкул хутшăнман. Вĕсем – Атнар, Мăн Этмен, Мишеркасси, Шулю, Тралькасси, Тури Çĕрпÿкасси шкулĕсем. Штанаш шкулĕн физкультура учителĕ И.Н. Сатлайкин Хусанушкăнчи спорт ĕçĕшĕн те яваплă. Вăл каланă тăрăх, шкулăн пĕр мăшăр йĕлтĕр те çук, кунта йĕлтĕр спортне епле аталантарăн-ха? Çавăнпа эстафетăна та хутшăнайман.