Саша Зиновьев «Умники и умницы» передачăна хутшăнса
Пирĕн хушăра Александр Зиновьев пек ăслă-тăнлă, анлă тавра курăмлă çамрăксем пуррипе мухтанатпăр. Вăл республика, район шайĕнче иртекен предметлă олимпиадăсене час-часах хутшăнать, ÿсĕмсемпе савăнтарать. Тĕрлĕ предметпа интересленет каччă. Канмалли кунсенче «Умники и умницы» телепередачăна пăхма юратать. Çакă ăна предметсемпе иртекен конкурссенче ÿсĕм тума пулăшать. Иртнĕ çулхи вĕренÿ çулĕнче Саша районти олимпиадăсене чылай хутшăннă, обществознанипе малти вырăна çĕнсе илнĕ, акăлчан, вырăс чĕлхипе литература предмечĕсемпе те кăтартусем аван пулнă. Çак предметсемпе вăл республика шайĕнчи ăмăртусене хутшăнса район, тăван шкул чысне хÿтĕленĕ.
Сăмах май, Саша малтан Шупашкарти 36-мĕш шкулта ăс пухнă, 7 класран пуçласа Мăн Этмен шкулĕнче вĕренет. Арçын ача шкулта «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать.
– Саша питĕ пултаруллă, шанчăклă, çирĕп кăмăллă ача. Вăл 11 класран ылтăн медальпе вĕренсе тухасса шанатпăр, – терĕ ун пирки шкул директорĕ М.И.Ярадаева.
«Умники и умницы» телепередача хыççăнхи шухăшсем пирки ыйтсан çамрăк каччă çапла хуравларĕ:
– Телепередачăна хутшăнса хамăн пĕлĕве тĕрĕслерĕм, çакă çĕнĕ вăй-хăват хушрĕ, çитменлĕхсене шута илме пулăшрĕ. Унта «пĕлÿ çулĕпе» куçса пĕр медаль çĕнсе илтĕм. Кăшт хăюлăх çитменни-ши, хам тĕллĕн сахалрах вĕренни-ши конкурсра пысăкрах çитĕнÿ тума чăрмантарчĕ. Апла пулин те тĕрлĕ темăпа хатĕрленĕ передача питĕ килĕшрĕ. Хам валли нумай çĕннине пĕлсе килтĕм, уншăн чунтанах хĕпĕртетĕп. Передачăна хутшăнакансем хушшинче эпĕ пĕр чăваш ачи çеç пулни те кăмăла çĕклет.
11 класс пĕтерекен кашни ача пулас професси çинчен шутлама пуçлать. Сашăран кам пулма ĕмĕтленетĕн тесен, мал ĕмĕтлĕ каччă кăмăллăн çапла хушса хучĕ:
– Шкултан вĕренсе тухсан эпĕ Мускаври пĕр-пĕр аслă вĕренÿ заведенине вĕренме кĕретĕпех. Кун пирки çирĕп шутланă. Мĕнле професси суйласа илесси хальлĕхе вăрттăнлăх пултăр.
Саша Зиновьев – Мăн Этмен шкулĕн мухтавĕ. Педагогсем çамрăк ачан çитĕнĕвĕсемшĕн савăнаççĕ, вĕсем каччăн ĕмĕчĕ пурнăçа кĕрессе шанаççĕ. Ырă йывăçăн çимĕçĕ те лайăх тесе ахальтен каламан. Саша та ырă йăх-несĕлсен тымарĕнчен. Унăн çутă пуласлăхне ĕненес килет.
Маттур, Саша.