Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Почтальон ялан кĕтнĕ çын

Хаçат-журнал çырăнса илекен çын кашни кун почтальона чăтăмсăррăн кĕтет. Ватăсем пушшех те. Ялта пĕччен тунсăхласа ларакан мучисемпе кинемейсем почтальонпа калаçса чуна уçаççĕ, хыпарсене сÿтсе яваççĕ тата ытти те. Чылайăшĕшĕн вăл – чи кĕтнĕ хăна та.

Хам сăмахăма эпĕ Пантьăк тăрăхĕнчи хисеплĕ почтальонсем çинчен пуçарасшăн. Вĕсем пурте хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçлаççĕ. Акă, Любовь Борисовна Лобейкина почтальон пулса 23 çул тимлет. Халăха хаçат-журнал çырăнтарассипе вăл ĕç планне яланах тултарса пырать. Люба Пантьăкпа Пухтанкасси ялĕсенче пурăнакансене хаçат-журналпа, пенси укçипе тивĕçтерсе тăрать. Ĕçĕ унăн çăмăл мар. Пĕр кун хушшинче икĕ ял тăрăх утма (унтах çырми-çатри те), пурте пултараймаççĕ. Мĕн чухлĕ сывлăх, вăй-хал кирлĕ. Любовь Борисовна çаксене пурне те чăтса ирттерме хăнăхнă ĕнтĕ, ял-йышра ырă ятпа çÿрет.

Хирлÿкассипе Лоба ялĕсемпе ĕçлекен Светлана Алексеевна Кузнецова почтальон пирки те кунта пурăнакансем хисеплесе калаçаççĕ. Çынсемпе вашават вăл, кăмăллă хĕрарăм. Кашни киле çитсе пурин кăмăлне тивĕçтерме пултаракан почтальон. Тивĕçлĕ ĕç суйласа илнĕ вăл хăйне валли. Халăх ăна шанать, ĕненет. С.А.Кузнецова – кашнишĕн кĕтнĕ çын.

Хăшĕ-пĕри почтальонсен ĕçĕ çăмăл теме пăхаççĕ. Кăна халĕ хаçат-журнал çырăнакансем сахал пулнипе ăнлантараççĕ. Пĕр енчен шутласан çапла-ха ĕнтĕ. Эпĕ 1980-мĕш çулсенче 10-15 экземпляр таран хаçат-журнал çырăнса илеттĕм. Почтальонсен сумкине хаçат та вырнаçаймастчĕ, ăна ял-ял тăрăх йăтса çÿреме йывăр пулнă паллах. Халĕ хаçат-журнал сахал çырăнаççĕ пулин те, почтальонсен килте усă курмалли вак-тĕвек тавар чылай йăтмалли тепĕр сумка тупăнчĕ. Тухса çÿреймен ватăсемшĕн ку питĕ меллĕ, почтальон киле пырсах туянтарать. Тепĕр чухне хам та çак пулăшупа усă куратăп. Тавах почтальона.

Пирĕн почтальонсем халăхшăн ырă ĕç тăваççĕ. Л.Б.Лобейкинапа С.А.Кузнецова та çавсен йышĕнче.



26 декабря 2007
00:00
Поделиться